21 апреля 2010 г.
«ЫРĂ ĕçсем урлă – тĕнче культури патне!» Çакăн пек девизпа апрелĕн 17-24-мĕшĕнче пирĕн районта Пĕтĕм Раççейри «Çуркуннехи ырăлăх эрни» иртет.
Эрне тĕллевĕ – çынсене çуркуннехи социаллă пĕлтерĕшлĕ мероприятисене явăçтарасси, çавăн пекех Раççейре çынсем хăйсен ирĕкĕпе йĕркелекен ĕç-хĕле йĕркелÿпе право тĕлĕшĕнчен пулăшас енĕпе тимлĕ пуласси.
«Çуркуннехи ырăлăх эрни» районти шкулсенче Ырăлăх урокĕпе пуçланчĕ. Вĕренекенсем эрне тăршшĕнче ача сачĕсен территорийĕсене тирпейлĕç, пĕчĕккисене теттесем парнелĕç, ялти ватăсене килти ĕçсене пурнăçлама пулăшĕç, урамсенче тирпей-илем тума хутшăнĕç.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине уявлама хатĕрленес тĕлĕшпе пушшех тимлĕ пулма палăртнă: вăрçă ветеранĕсене тĕрлĕ енĕпе пулăшасси, шырав ĕçне пурнăçласси, палăксемпе салтаксен вил тăприсене тирпейлесси, шкул музейĕсем тăвасси.
Районта çавăн пекех «Йывăç кунĕ» тата «Хăвăн юнна парса çын пурнăçне çăл!» акцисем те иртеççĕ.
Ырă «хĕрÿ лини» 37-00-05 телефонĕпе кашниех пулăшу ыйтма е пулăшу сĕнме пултарать.
М.ИВАНОВ.