21 апреля 2010 г.
ТУНТИ КУН – апрелĕн 19-мĕшĕнче – Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 34-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене çирĕплетнĕ хыççăн, депутатсем умĕнче район пуçлăхĕ В.П.Фадеев район администрацийĕн 2009 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса панă. Депутатсен Пухăвĕ район пуçлăхĕн 2009 çулхи ĕçне «çителĕклĕ» тесе хак панă.
Депутатсем Шăмăршă районĕн 2009 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен калакан отчета сÿтсе явса çирĕплетнĕ, Шăмăршă районĕн Уставне тата Шăмăршă район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культури пайĕ çинчен калакан Положение хушусем кĕртнĕ.
Депутатсен Пухăвĕн ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В. Максимов хутшăннă.