Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кунсерен Берлин патнелле çывхаратпăр...»

21 апреля 2010 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРА, ытти çĕрти пекех, Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайманнисен йышĕ пысăк. Манăн аттен шăллĕ те, Михаил Сергеевич Столяров, тăван киле çаврăнса килеймерĕ, юратнă кил-йыша, тăвансене ăшă ытама илеймерĕ.

Астăватăп-ха, Мишша тете хамăрăн Ворошилов ячĕллĕ колхозра тимĕрçĕре вăй хуратчĕ. Вăл иртен пуçласа каçченех тимĕрçĕ лаççинче ĕçлетчĕ: плуг-сÿре юсатчĕ, ăйăрсен урисене таканлатчĕ, ял çыннисене петлесем, алăк хăлăпĕсем, ытти япаласем ăсталаса паратчĕ. Çынсемпе яланах ăшшăн калаçатчĕ, кăмăлĕ те ырăччĕ. Тăвансене пулăшма тăрăшатчĕ.

1938 çулта, утă çулнă вăхăтра, районти çар комиссариатĕнчен Мишша тетене салтака кайма повестка пачĕç. Унпа пĕрле çар службине Илья Никоноров, Семен Прокопьев тата Иван Романов тухса кайрĕç. Мишша тете авланнăччĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕ, Нăрваш Шăхаль хĕрĕ пулнăскер, Санюк ятлăскер, питĕ кăмăллă çынччĕ. Вĕсен пĕр ывăл та пурччĕ (шел, вăл пĕчĕклех вилчĕ).

Мишша тетене эпĕ, пуçламăш класра вĕренекенскер, тăтăшах çыру çырса тăраттăм. Вăл хăй те ответ çыра-çыра яратчĕ, служби çинчен пĕлтеретчĕ, мана шкулта лайăх вĕренме хушатчĕ. Çурçĕр-хĕвеланăç çак округĕнче службăра тăнăскер, 1941 çулхи май уйăхĕнче Мишша тете черетлĕ çыру ячĕ. «Граница таврашĕнче хурчăка-çăхансем вĕçеççĕ, – çырнăччĕ вăл унта. – Юлашки вăхăтра вĕсем нумайлансах пыраççĕ...»

«Германецсен ярапланĕсем пирки çырмасть-ши пирĕн Мишша; - сăмах хускатрĕ асанне. – Апла пулсан, вăрçă пуçланатех пулĕ...»

«Германипе пирĕн çĕршыв пĕр-пĕрин çине тапăнмалла марри çинчен договор тунă, вăрçă пулмасть ĕнтĕ», – хуравларĕ атте.

Асанне калани чăна килчĕ, тепĕр уйăхранах хаяр вăрçă пуçланса кайрĕ. Мишша тетен утă çулнă вăхăтра служба срокне тултарса киле таврăнмаллаччĕ...

Малтанхи чи хаяр çапăçусем, паллах, чикĕ таврашĕнче пулнă. Мишша тетерен темиçе уйăх çыру килмерĕ. Эпир ăна çапăçуран тухайман тесех шутланăччĕ. Ноябрьте çыру килчĕ. Вĕсен подразделенийĕн çапăçусемпе каялла чакма, ытти чаçсемпе пĕрлешсе тăшманпа тытăçма тивнĕ-мĕн. Пирĕн салтаксене нимĕçсем хупăрласа тыткăна илнĕ, лагере хупнă. Çĕрле Мишша тете тата унăн юлташĕсем тыткăнран тарса кайнă иккен. Кайран вара тăванăмăр танксен чаçне лекнĕ, Т–34 танк çинче стрелок-пулеметчик пулнă.

Аттен тетĕшĕпе çыру çÿретсех тăраттăмăр. Каярахпа вăл артиллери полкĕнче пулнă. «Кунсерен Берлин патнелле çывхаратпăр, ун çине йывăр орудисенчен тÿрĕрен перетпĕр...» çырса ячĕ Мишша тете 1945 çулхи март çурринче. Питĕ шел, ку унăн юлашки çырăвĕ пулчĕ. Часах Михаил Столяров хĕрлĕ армеец çапăçура пĕр хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен çыру килчĕ. Ку, паллах, пире питĕ хурлантарчĕ.

1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче атте, Петр Сергеевич, фронтран таврăннă хыççăн Мускава, çарсен Тĕп архивне çыру çырса ячĕ, Михаил Столяров çапăçура мĕнлерех вилни пирки ăнлантарма ыйтрĕ. Архивран ответ килчĕ. 1945 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Мишша тете Берлин çывăхĕнче осколокпа йывăр аманнă-мĕн, санитарсем госпитале илсе кайнă вăхăтра çул çинчех вилсе кайнă. Ăна нимĕç ялĕн çывăхĕнчи масара пытарнă. Çак çыру хыççăн асаннене пенси укçи тÿлеме пуçларĕç (хыпарсăр çухалнисемшĕн укçа тÿлемен).

«Юрать, çийĕнчех çырса ятăмăр архива çыру, – терĕ вара атте. – Архивран Мишша çапăçнă артиллери полкĕнчи батарейăна запрос янă, унтан вара ответ панă. – Вăрçă пĕтнĕ май, батарейăна салатса ярса ĕлкĕреймен-ха. Салатнă пулсан, Мишша тетĕр мĕнлерех вилнине нихăçан та пĕлеймен пулăттăмăр...»

Ялти нумай çынсем пекех, пирĕн Мишша тете те Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн фронтра патăррăн çапăçса вилнĕ. Сăмах май каласан, тепĕр çывăх тăванăмăр та, Петр Васильевич Столяров, вăрçăран таврăнаймарĕ (унăн ашшĕпе ман атте пĕр тăвансем пулнă).

Статьяна вĕçленĕ май, çывăх тăвансене – çĕнтерÿçĕ-салтаксене ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем – Капитонпа Петр Корнилович Столяровсем, Всеволод Алексеевич тата Виктор Иванович Столяровсем. Вĕсем фронтран таврăнса, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулчĕç, тĕрлĕ ĕçре тÿрĕ кăмăлпа вăй хучĕç. Вĕсем (пурин тăприсем те çăмăл пулччăр) çĕнтерÿçĕ-салтак чысне нихăçан та çĕре ÿкермерĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика