Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇА ЮРАТСАН...

21 апреля 2010 г.

ЭТЕМ ĕмĕрне 100 çулпа виçеççĕ те, шел, кашниех пурăнса çитеймест çак чикке. «Турри кама – кĕске, кама – вăрăм кун-çул пилленĕ, унран иртме çук», – теççĕ халăхра. Çынран хăйĕнчен те килет пулĕ çут тĕнчере мĕн чухлĕ тытăнса тăрасси. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсене вара ăмсанмалли çеç юлать. Паллах, вĕсем хăйсем çинчен ыр ят хăварсан...

Палтиелĕнчи Екатерина Леонтьевна Юманова кăçалхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче 95 (!) тултарчĕ. Чаплă уява çывăх çыннисем, тăванĕсем, кÿршĕ-арши йышлăн пухăнчĕç. Ăшă сăмахпа, юрă-ташăпа, асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç ват çынна. Епле чыс тумăн телейлĕ юбиляра! Тăхăр теçетке урлă каçакан сайра тĕл пулать-çке. Çынни вара ку хисепе чăннипех тивĕçлĕ.

1915 çулта çут тĕнчене килнĕ Екатерина Леонтьевна. Карапай Шăмăршă – ун тăван ялĕ. Петьковсен çемйинчен вăл. Ку кил-йыш таврара вышкайсăр ĕçченлĕхпе, тирпейлĕхпе палăрса тăнă. Мăшăрсем – Лявукпа Елюк – ахальтен мар хăйсен лавккине тытса тăмалăх вăй çитернĕ. «Ĕç – пурнăç никĕсĕ», – тенине асра тытса ултă ачине те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çемьере Кĕтерне пиллĕкмĕш пулнă май аслисенчен – Ульянăпа Машукран, Энтрипе Аннăран хÿтлĕхе те туйнă, вĕсемпе пĕрле кил хушшинчи ĕçсене пурнăçланă. Ваççа шăллĕшĕн хăй те ырă тĕслĕх пулма тăрăшнă. Питĕ кÿренмелле, ялта ликпункт уçăлсан мал ĕмĕтлĕ хĕр ача унта вĕренме пуçланă, анчах икĕ кунтанах çÿреме пăрахнă. Сăлтавĕ - килте ĕç нумаййинче. Сăмах май, туслă пĕр тăванĕсенчен халĕ Кĕтерне аппа çеç пурăнать.

Амăшĕ – Елюк – мăшăрне суту-илÿре пулăшнă пулин те, юратнă тĕпренчĕкĕсем валли те вăхăт тупнă, чун ăшшине хĕрхенмен. Шел, пăрчăкан пек харсăр амăшĕ çамрăклах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕшĕн те, ачисемшĕн те чĕре чăтайми пысăк хуйхă! Тăлăха юлнă пĕр тăвансене Энтри тетĕшĕпе мăшăрĕ пур енлĕ пулăшу панă. Кĕтерне çитĕнсе хĕр пуличчен çыхма-тĕрлеме, çăм арлама, пир тĕртме, апат-çимĕç янтăлама вĕренсе çитнĕ. Амăшне улăштарнă Маюк инкĕшне паян кунччен ăшшăн аса илет Екатерина Леонтьевна.

Аслă ывăлĕн çемйи сисĕнмеллех пулăшу кÿнĕ пулин те, ачисене амăшĕн ăшши çитменнишĕн пăшăрханнă Лявук. Каярах тепре авланнă. Амаçури, телее, çамрăк Петьковсемшĕн ырă пулнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем класс кĕрешĕвĕ çивĕчленнипе историе кĕрсе юлнă. Çĕр-шывĕпех «кулаксен» пурлăхне конфискацилесси сарăлнă. Карапай Шăмăршăри Леонтий Петьков çемйине те вирлĕн пырса çапнă самана саламачĕ. Сутуçăн лавккине çеç мар, çурт-йĕрне, тырри-пуллине, выльăх-чĕрлĕхне те туртса илнĕ. Хăйсен ал вăйĕпе, чун тарĕпе тунă-пухнă пурлăх туххăмрах çука çаврăннă. Ним айăпсăр кил хуçине «çÿлтисем» тĕрмене ăсатнă. Ытла та мăшкăл! Кĕтернепе шăллĕ, килсĕр юлнăскерсем, 3-4 çул хушши кÿршисем патĕнче пурăннă. Ашшĕ ирĕке тухсан яла таврăнса çĕр пÿрт чавнă, пурăнмалăх вырăн янтăланă...

Шутлама пултарнă-ши çамрăк Кĕтерне ют ялта ĕмĕр ĕмĕрлессе; – Çук пулĕ. Палтиел каччи Николай Юманов вăрласа кайнă Карапай хĕрне. Çапла çĕнĕ пурнăç пуçланнă Кĕтернен. Николай Сергеевич платникре тăрăшнă, колхозра жнейкăпа тырă вырнă. Хăй вара уй-хир бригадинче тар тăкнă: чĕкĕнтĕр, çĕр улми лаптăкне çумланă, тырă вырнă, кĕлте çыхнă, авăн çапнă... Çав хушăрах Кĕтернепе Микуль килти хуçалăха та тытнă, йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Аслă Аттелĕх вăрçи асапĕсене те чăтнă (вăл хăй тепĕр истори). Пуçа усман мăшăрсем. Хăйсене савăнмалăх 7 ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем çемье ятне яман, пурнăçра кашниех хăй вырăнне тупнă. Асли – Коля – «Мир» колхозăн уй-хир бригадине ăнăçлă ертсе пынă, выльăх-чĕрлĕх валли çăнăх авăртнă. Вера кун-çулне Свердловскпа çыхăнтарчĕ: чукун çул заводĕнче вăй хучĕ. Петя – пултаруллă тракторист – Ульяновск облаçĕнче çĕр ĕçĕпе пурăннă (Питĕ шел, 59-тах йывăр чир ăна пурнăçран уйăрчĕ). Лиза та шăпине Чĕмпĕр тăрăхĕпе çыхăнтарчĕ. Марье, кÿршĕллĕ Хайпăла ялĕнче пурăнаканскер, Палтиел магазинĕнче нумай çул хушши тăрăшрĕ. Еля, Вера аппăшĕ пекех, Свердловска «куç хыврĕ», бухгалтерта ĕçлерĕ. Нина Ярăслав ялĕнче тĕпленчĕ, магазинта, Васанти халăх музейĕнче вăй хучĕ. Пĕр тăвансем халĕ тивĕçлĕ канура; килти хăтлăха упраççĕ, ачисен мăнукĕсене пăхаççĕ. Паллах, 40 çул ытла пĕччен пурăнакан амăшĕ патне килсех тăраççĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ пысăках мар çурт вара хаваслă шÿт-кулăпа тулать. Виçĕ хутчен Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ Екатерина Леонтьевна, пурнăçĕ тумхахсăр иртмерĕ пулин те, хăйне телейлĕ тесе шутлать. Юмановсен йăхне тăсмалăх 14 мăнукран (иккĕшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ) вун иккĕшĕ пурнăç çулĕ çине тухнă. Вĕсен 17 ачи çитĕнет. Çакă мар-и-ха пурнăç илемĕ!

«Атте пекех вăрăм ĕмĕрлĕ (вăл 93-ре вилнĕ) пултăм», – тет Кĕтерне аппа. Çак вăтам пÿллĕ, çăмăл шăм-шаклă ватă çине пăхсан хăй ÿсĕмĕнчи 15-20 çула катса пăрахатăнах. Сăнри ăш-пиллĕх хăех хуçине çамрăклăх кÿрет. Хусканăвĕ те кинемейĕн вăр-вар та килĕшÿллĕ. Апат-çимĕç хатĕрлесси, савăт-сапа çăвасси, вутă кĕртсе каланкка хутасси – унăн тĕп ĕçĕ. Чăн та, пÿсĕр аптраткалать ватă хĕр арăма. 2-3 çултанпа куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ. Хăш чух япалана ăçта хунине манса кайни пулкалать. Калаçăвĕ-пуплевĕ Кĕтерне аппан тикĕс те çыхăнуллă – итленĕçем итлес килет. Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ пирки ыйтсан çапла хуравлать: «Сывă пурнăç йĕркипе пурăнсан, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмесен ĕмĕр вăрăм пулĕ». Палăртма кăмăллă: ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Юманова пенсионерка пуçласа (!) район больницин алăк хăлăпне тытнă. Хальччен сывлăх учрежденине лекмен иккен. Екатерина Леонтьевнăна ывăл-хĕрĕ хăйсемпе пурăнма илсе каясшăн пулсан та, ватă хĕр арăм килĕшмен. Çывăхри Марье хĕрĕпе çемйи ăна мунча кĕртсе кăларни, кĕпе-йĕмне çуса тасатни тата кÿршĕри Валентина Селиванова шыв кÿрсе пани, урай çуса тухни çителĕклĕ тесе шутлать. «Пурнăçа юратса хамăр вăя шанмалла», – тет 95-ри çыннăмăр.

Ку сăмахпа килĕшмелли çеç юлать пулĕ. 100 çулхи юбилее те кĕтсе илмелле пултăрччĕ санăн, Екатрина Леонтьевна!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика