Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрĕпех – фермăра

21 апреля 2010 г.

ПУЯНКАССИНЧЕ çуралса ÿснĕ Л.Макарова. Вăл хăй çут тĕнчене килнине пĕлтерсе сас панăранпа шăпах çитмĕл çул çитрĕ.

Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ. Ашшĕ фронтра хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ тăватă ачине пĕчченех çитĕнтернĕ. Лидя аппан ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Çавна пулах хĕр ачан пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ: утă та çулнă, тырă та вырнă, кĕлте çыхнă, авăн çапнă – хĕвелпе пĕрле тăрса хĕвел аниччен ĕçре пулнă.

"Хирти сарă чечеке ăшă куçпа кам пăхмĕ;" – тенĕ вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕ К.Иванов. Ĕçчен те чипер хĕре Кахăрлă Шăхаль каччи Н.Макаров куç хывнă та вĕçертмен – кĕçех ялта туй кĕрленĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртнĕ ĕнтĕ.

Халăх каларăшĕ пур: кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе. Çакна Лидия Георгиевна пирки каланăнах туйăнать. Ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ Лидя аппа, ĕне сунă. Районти чи лайăх дояркăсенчен пĕри пулнă вăл, "Професси енĕпе районта чи лайăххи" ята пĕрре çеç мар çĕнсе илнĕ. Район хаçачĕн сакăр вуннăмĕш çулсенчи çыххисене уçса пăхкаларăм та, хытах тĕлĕнтĕм: кашни эрнере тенĕ пекех унăн ячĕпе районти Ĕç Мухтавĕ ялавне çĕкленĕ. Çакна эпĕ хăйне майлă рекорд тенĕ пулăттăм.

Пĕр вăхăтра районта "Тăватă пинлисен" клубĕ пурччĕ. Унта чи малтан кĕнисенчен пĕри – Л. Макарова.

Ĕçне кура – хисепĕ те. Ĕçри хастарлăхшăн ăна "Халăхсен туслăхĕ" орденпа наградăланă. Хисеп грамотисемпе Дипломсене вара шутласа та кăлараймăн.

Унăн пурнăçĕнчи ĕмĕрлĕхе асра кĕрсе юлнă пулăм – 1988 çулта Пĕтĕм Союзри колхозниксен съездне хутшăнни.

Çичĕ теçетке хыçа хăварчĕ пулин те, халĕ те чунпа çамрăк-ха Лидя аппа. Ачисемпе мăнукĕсем ватăлма памаççĕ ăна. Лидия Георгиевнапа Николай Васильевич ултă ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, аслă ывăлĕн пурнăçĕ кĕске пулчĕ.

Улми улмуççирен аякка ÿкмест. Макаровсен ачисем те ашшĕ-амăшнех хывнă: шкулта та тăрăшса вĕреннĕ, халĕ те вĕсем пирки япăхпа каланине илтме çук. Кил хуçи чылай çул уй-хир бригадирĕ, ял Совет председателĕ, "Правда" колхоз председателĕ пулнăранах-тăр, Лидя аппан Гена ывăлĕ темиçе çул каялла "Карла" фермер (хресчен) хуçалăхне йĕркелесе янă. Халĕ вăл районта чи лайăххисенчен пĕри. Сăмах май, Гена – районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ. Генăпа Антонина Макаровсем 2008 çулта республикăри "Çулталăк çемьи" конкурсра та çĕнтернĕччĕ. Кĕçĕн ывăлĕн Олегăн мăшăрĕ 2009 çулта "Районти çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист" ята çĕнсе илни те савăнтарать Лидия Георгиевнана.

Çак кунсенче Пуянкассинчи Культура çуртĕнче Л.Макарова çитмĕл çул тултарнине ял-йыш анлăн паллă турĕ. Юбиляра мăнукĕсем (вун пĕрĕн вĕсем унăн), "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа саламларĕç. Çавăн пекех, çынсем Лидя аппан Валерий мăнукĕ хатĕрленĕ "Сумлă çитмĕл çул" электронлă презентаципе те интересленсех паллашрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика