Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн урам анаталла...

21 апреля 2010 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Юнашарах – вăрман, çумранах Хырла çырми шăнкăртатса юхса выртать. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсене уйăрса федераллă пĕлтерĕшлĕ "Çĕрпÿ-Ульяновск" автотрасса иртет. Ку, паллах, ял çыннисемшĕн çула тухма, каялла таврăнма питĕ меллĕ.

Кашни çынах хăйĕн тăван ялĕпе мухтанать, унăн илемĕпе, ĕçчен çыннисемпе савăнать. Манăн тăван ялăм – Карапай Шăмăршă, историлле документсем çирĕплетнĕ тăрăх, 1670 çулта пуçланса кайнă. Яла пуçласа яраканĕ Танай ятлă чăваш арçынни пулнă, вăл хăйĕн çемйипе вăрман уçланкинчи Хырла юханшывĕ хĕррине килсе вырнаçнă. Ун хыççăн тĕрлĕ ялсенчи çемьесем куçа-куçа килнĕ. Халĕ ял пуçланса кайнă урама Анаткасси (Калинин урамĕ) теççĕ.

Çак статьяра эпĕ тепĕр урам мĕнлерех пуçланса кайни çинче чарăнса тăрасшăн.

Иртнĕ ĕмĕрти 50-60-мĕш çулсенче пирĕн ял колхозĕ Ворошилов ячĕпе хисепленнĕ. Çав çулсенче уй-хире вăрмантан е хирсенчи шурлăхлă вырăнсенчен торф кăларса апатлантарнă. Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрсенче колхозниксем торф кăларма йышлăн çÿренĕ. Вĕсем ирсерен колхоз правленийĕ умне пухăннă, бригадир каланă хыççăн Мускавкасси хыçне (Мускав урамĕ) торф кăларма кайнă. Ĕçе кайнă чух шÿтлесе: "Мускава Воргаша торф кăларма каятпăр-ха", – тенĕ. Мĕншĕн çапла каланă-ха колхозниксем; 50-60-мĕш çулсенче ял çыннисем Мускав облаçĕнчи Воргаш паççулккине оргнабор йĕркипе çуллен торф кăларма кайнă пулнă. Ку ĕç сезон (май-октябрь уйăхĕсенче) йĕркипе пынă. Шÿтле-шÿтлех Карапай Шăмăршă çумĕнчи торф кăларакан вырăна ял çыннисем Воргаш теме пуçланă.

1957 çулхи çуркунне, Воргаш ятлă шурлăхлă вырăн çумĕнчи колхоз уй-хирне плановăй çĕр участокĕсене пайласа тĕп килтен уйрăлса тухакан çамрăк çемьесене валеçме пуçлаççĕ. Чи пирвайхи çĕр участокĕ Петр Евграфович Тенишев çемйине тивĕçет. Вăл хăйĕн тăванĕсене пухса çав çулах пĕчĕк пÿрт тума, хуралтăсем çавăрма тытăнать.

Çапла вара, Карапай Шăмăршăра тепĕр урам пуçланать. Паллах, çĕнĕ урама ят парас ыйту та тухса тăнă. Манăн атте, Петр Евграфович, хăйĕн хуçалăхĕ пирки ял Советне хут çирĕплетме кайсан, хăй пурăнакан урама Воргашкасси тесе çыртарать. Хальхи вăхăтра Воргашкассинче - 12 кил хуçалăхĕ. Юнашарах тата 4 кил хуçалăхĕ вырнаçнă.

Пирĕн Воргашкасси – ялăн хĕвел анăç енче, Хырла юханшывĕ çумĕнче. Вăл путлăхлă вырăнта вырнаçнă май, кĕрхи-çурхи тапхăрсенче урама кĕме-тухма питĕ кансĕр. Çавна май хамăр каспа пуçтарăнса урамри çула çулленех юсатпăр-тирпейлетпĕр. Анчах та кĕреçе вĕççĕн тикĕслесе тухни нумая пымасть çав – çумăрсем пуçланиччен кăна тытăнкаласа тăрать вăл. Кĕрхи-çурхи вăхăтра инкек-синкек тухас пулсан (кун пеккинчен Турă сыхлатăрах!) урама пушар машини те кĕреймĕ-тухаймĕ. Чăн та, ял поселенийĕн администрацийĕ тăрăшнипе, 2008 çулта, кĕркунне çула кăштах хăпартса тухрĕç-ха, анчах та кризиса пула çиелтен вакă чул сарса тухасси путланса ларчĕ. Шыв-шур вăхăтĕнче малтан хăпартнă çул каллех çĕмĕрĕлсе пĕтрĕ.

Акă, каллех çуркунне çитрĕ. Пĕрлех Воргашкассинче пурăнакансен пăшăрханăвĕ те ÿсрĕ. Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ пирĕн çивĕч ыйтăва тимлĕхрех тытать-ха, анчапх та укçа-тенкĕ çуккипе çула юсас ĕç вырăнтан хускалаймасть. Спонсорсем тупăнсан, çула вакă чул сарса тухсан лайăх пулĕччĕ те...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика