21 апреля 2010 г.
ÇУЛПА çамрăк-ха Пуянкассинче пурăнакан Николай Антонов. Çуралнă тăрăхран, тăван çĕртен хакли çук уншăн. Çавăнпах вăл темиçе çул каярах "Владислав" хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытнă. Сăмаха çилпе вĕçтермен вăл – пикенсех ĕçе тытăннă. Халĕ хуçалăх вăй илсех, аталансах пырать.
Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Фермер çак тапхăра ăнăçлă ирттерсе яма хатĕр: мĕн акмалли-лартмаллине тахçанах палăртса хунă.
Кăçал Николай Витальевич 15 гектар урпа акса хăварасшăн. Кунсăр пуçне çĕр улми те пулĕ. Пирĕн тăрăхра "Невский", "Удача" сортсем лайăх тухăç панине те шута илнĕ вăл. Урпа, çĕр улми вăрлăхĕсем çителĕклĕ.
Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем 4 гектар лаптăк çинче. Çуркунне виçĕ гектарне хушса акса хăварасшăн.
Техника тĕлĕшпе те çынна йăлăнмалла мар – вĕсем çур акине хатĕр, тĕш-тырă сеялкисене юлашки хут пăхса ямалли çеç юлнă.
Н.Антонов фермер выльăх-чĕрлĕх те йышлă усрать. Хальхи вăхăтра унăн хуçалăхĕнче таса ăратлă вунă сысна ами, пĕр аçа. Ĕне те пур, вăкăрсем вара – ултă пуç. Çакна шута илсе, фермер выльăхсем валли чĕкĕнтĕр те ытларах акса хăварасшăн.
Хуçалăхра хур-кăвакалпа чăх-чĕпсĕр те май çук – вĕсем те фермерăн кашни çулах картиш тулли.