Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Федоров Президент: «Шыв вăл – пурнăç!»

28 апреля 2010 г.

Николай Федоров Президент: «Шыв вăл – пурнăç!»

ИРТНĔ шăмат кун пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пулчĕ. Николай Васильевич чăн малтан Шăмăршăра тăвакан физкультурăпа спорт комплексĕнчи ĕçсемпе паллашрĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта 2008 çулти апрельте тума пуçланă, комплекса кăçал хута яма палăртнă. Тĕп ĕçсен пысăк пайне пурнăçланă пулин те, объекта вăхăтра хута ярас тесен строительсен нумай тăрăшма тивет-ха. Ĕç пахалăхĕ чăн малти вырăнта тăмалла.

«Шăмăршă районĕнчи ачасен 80 проценчĕ ишме пĕлмест. Çавăнпа та кунта физкультурăпа спорт комплексĕ туни пурнăç пĕлтерĕшлĕ çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ. Физкультура урокĕсенче ачасем бассейнра тÿлевсĕрех ишĕç. Лайăх ишме пĕлни ÿлĕмрен çынсен пурнăçне çăлса хăварма пулăшасса ĕненетĕп», – терĕ Президент.

Спорт Керменĕнче тренажерпа ташă залĕсем, сиплевпе сывлăх центрĕ пулĕç. Çавăн пекех теннис кортчĕ, волейбол площадки тата хоккей коробки те ватти-вĕттине илĕртĕç.

Николай Васильевич çав кунах Хырла шывĕ çинче тунă водохранилищĕне те çитсе курчĕ.

«Шыв вăл – пурнăç, – палăртрĕ Президент çурхи шывпа тулса сарăлнă «Шăмăршă тинĕсĕ» хĕррипе пынă чух. – Çын тÿпе пирки ĕмĕтленет, çĕр çинче ĕçлет, шыв пуррипе пурăнать. Шăмăршă водохранилищи стратегилле задачăна татса пама – Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсенчи 140 ялта пурăнакан 88 пин çынна ĕçмелли паха шывпа туллин тивĕçтерме май парĕ. Çакăн валли патшалăх миллионшар тенкĕ укçа уйăрать».

... «Шăмăршă тинĕ-сĕ» шавлать, хум хыççăн хум хăвалать. Нумай та вăхăт иртмĕ, ятарлă хатĕрсем витĕр тасалса тухнă çак шыв пăрăхсем тăрăх пирĕн килсене çитĕ, çынсен сывлăхне çирĕплетме сисĕмлĕ пулăшу парĕ. «Шăмăршă тинĕсĕ» туристсемшĕн те юратнă вырăн пуласса кĕтетпĕр.

Н.В.Федоров Президентпа пĕрле район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çÿрерĕ, Валерий Петрович Шăмăршăсем пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра хута ярассишĕн мĕн кирлине пурне те тăвасси пирки шантарса каларĕ.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика