Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар тивĕçне – чĕре хушнипе

28 апреля 2010 г.

Çар тивĕçне – чĕре хушнипе

ПУЯНКАССИ çамрăкĕ Алеша Горбунов çара кайиччен Шупашкарти строитель техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ, илемлĕ те хăтлă çурт-йĕрсем çĕклеме ĕмĕтленетчĕ. Ку – малашлăхра-ха, Алеша пурăнмалли çуртсем çеç мар, чаплă керменсем те туса лартма пултарĕ. Кĕркунне ят тухрĕ те, А.Горбунов салтак тумĕ тăхăнчĕ. Ракета çарĕсенче службăра тăма пуçларĕ.

Хăшĕсем пĕр çул хушшинче лайăх салтак пулма майсем сахалрах теççĕ пулсан, манăн кунпа пĕрре те килĕшес килмест. Тăрăшсан, çар специальноçне çине тăрсах алла илсен, командирсем хушнине итлесен службăра çитĕнÿсем тума пулатех. Çакна Алеша Горбунов тĕслĕхĕ те çирĕплетет.

"Алеша шанса панă кăткăс çар техникипе чăн-чăн специалист пек ĕçлет, юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, – тесе çырнă унăн ашшĕпе амăшĕ патне подразделени командирĕ С.Андреев подполковник. – Пултаруллă спортсмен, çар вĕрентĕвĕн отличникĕ, шанчăклă çын. Эсир – Герман Николаевичпа Галина Петровна – хăвăрăн ывăлăрпа тивĕçлипе мухтанма пултаратăр".

Алеша Горбунов пек салтаксем пур чух Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхĕ пирки пĕрре те иккĕленмелли çук.

Н.ФЕДОТОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика