28 апреля 2010 г.
1999 ÇУЛХИ мартăн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнче санитари условийĕсене лайăхлатас та эпидемие хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ятарлă Саккун йышăннă. Саккунăн 24-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, вăхăт çитсен кашни ачанах прививкăсем тумалла. Унччен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем çакăнтан пăрăнма пăхатчĕç пулсан, халĕ вĕсен привика тутарманшăн саккунпа килĕшÿллĕн ответ тытма тивет.
Прививкăсем туни ачасене тĕрлĕрен чир-чĕртен сыхланма пулăшать. Привика тунă чухне организма микробсене пĕтермелли токсинăсем яраççĕ. Çакăн хыççăн организм вĕсене хирĕç кĕрешме пуçлать. Организмри иммунитет органĕсем микробсене нумай вăхăтлăха «палласа» юлаççĕ. Прививка тунă ачана кайран микробсем лексен те, организм вĕсене хирĕç хăй вăйĕпе кĕрешет, ача чирлемесĕр юлать.
Прививкăсем тунă хыççăн хăш-пĕр чухне ачасен реакци те пулма пултарать. Çакă пысăках мар температурăпа, укол тунă вырăн кăштах хĕрелсе тăнипе палăрать, ÿт-тир кĕçĕтме тытăнать. Укол тунă вырăн шыçса каясси те пулать. Кун пек чухне ачасем канăçсăрланаççĕ, хушăран температура 39-40 градуса çити хăпарать. Реакци пулни палăрсан çакăн çинчен тÿрех медицина работникĕсене пĕлтермелле.
Сывă ачасем ÿстересси – пирĕн тивĕç. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсен медицина работникĕсемпе тачă çыхăну тытмалла. Чирлесе ÿкнĕ ачана хăвăр тĕллĕн сиплеме хăтланни те чире тата ытларах аталанма çеç пулăшать.
А.САВЕЛЬЕВА, санэпидемнадзор специалисчĕ.