28 апреля 2010 г.
36 ÇУЛТИ çамрăк хĕрарăм Шупашкарта икĕ майпа тăранса пурăннă: наркотиксем хатĕрлесе, çĕрле – «авалхи профессипе»... Пĕчĕк ачине вăл кукамăшĕпе хăварнă, хăй вара Трактор тăвакансен урамĕнче хваттер тара илнĕ, хуçине укçа тÿлесе тăнă. Унта вăл тепĕр çамрăк хĕрарăмпа пурнăçăн пĕтĕм «ырлăхне» пайланă. Вĕсемпе пĕрле пĕр арçын пурăннă, вăл килти условисенче хăватлă наркотик – дезаморфин хатĕрленĕ. Хĕрарăмсем ăна наркотиксем тумалли препаратсемпе тивĕçтерсе тăнă (вĕсене аптекăран тата хуçалăх магазинĕнчен туяннă).
Нумаях пулмасть виççĕшне те наркотĕрĕслев сотрудникĕсем тытса чарнă. РФ УКĕн 232 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, çак факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçланă. Ку хваттер – наркополицейскисем кăçал тупса палăртнă 22-мĕш притон.
Наркотиксемпе çыхăннă тепĕр преступлени çинчен те кĕскен каласа хăварас килет. Юнусов, Корягин тата Мариничев, условнăй сроксем илнĕскерсем, Чăваш Республикин территорийĕнче наркотиксем сарас енĕпе преступленилле ушкăн йĕркеленĕ. Çак преступление те Чăваш Республикин наркотĕрĕслев сотрудникĕсем çийĕнчех тăрă шыв çине кăларнă. нумаях пулмасть Шупашкар хулин Мускав районĕн сучĕ приговор йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, Юнусова – 17 çуллăха, Корягинпа Мариничева 16-шар çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă. Преступленилле ушкăнри ытти çынсем те тивĕçлĕ сроксем илнĕ. Вĕсем хушшинче Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ, «ФАЭТТИ» магазинта продавец-кассирта ĕçленĕ С.Г.А. та пур. Ăна 10 çуллăха ирĕкрен хăтармалла, 30 пин тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.
Наркотиксем сутса, çын сывлăхне хавшатса-сиенлесе пуяймăн çав.
Е.РОМАНОВА, подразделенин профилактика сотрудникĕ.