Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правилăсене пăхăнмаççĕ – штраф тÿлеççĕ

28 апреля 2010 г.

Правилăсене пăхăнмаççĕ – штраф тÿлеççĕ

КĂÇАЛ пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче 1 авари пулнине, пĕр çын йывăр аманнине (пĕлтĕр 3 уйăхра 4 аварире 4 çын суранланнă) регистрациленĕ.

Авари мартăн 13-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел çумĕнчи вăрман çулĕ çинче пулса иртнĕ. Юра бульдозерпа хырса тасатнă çул çинче çуна кÿлнĕ лашапа кустăрмаллă трактор пĕр-пĕрне хирĕç килнĕ. Пĕр транспорт кăна пымалли çул çинче (вăл тăвăр пулнă) пĕрин чарăнса тăмалла, теприн çак вăхăтра айккинелле пăрăнса иртмелле пек ĕнтĕ. Анчах çук вĕт – вĕсем чарăнса тăман, çакна пула авари тунă. Лаша хуçи йывăр аманнă, ăна больницăна ăсатнă.

Çул-йĕр правилисене пăснă 3214 факта шута илнĕ ГИБДД сотрудникĕсем. Административлă протоколсенчен 1316-шĕ – водительсем хăвăртлăх режимне пăснипе, 34-шĕ – ÿсĕрле руль умне ларнипе, 67-шĕ – çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе, 385-шĕ – транспорт хатĕрĕсен салонĕнче хĕрушсăрлăх пиçиххине çыхăнманнипе, 15-шĕ штрафсене вăхăтра тÿлесе татманнипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле штрафсен сумми 496 пин те 200 тенкĕпе танлашать.

Пĕрремĕш кварталта ГИБДД сотрудникĕсем пурĕ 14 пин те 70 транспорт хатĕрне чарса тĕрĕсленĕ, çав шутран 9801-шне – «Шырав» операци вăхăтĕнче. Тивĕçлĕ документсемсĕр груз турттарса кайма пăхнă 41 автомашинăна тытса чарнă, çав шутран 3-шĕ – тĕслĕ (9,5 тонна) тата хура (10 тонна) металл тиенисем. Пĕр çăмăл автомашинăра вара ниçта та регистрацилемен хĕç-пăшал тупнă. Саккуна пăснă водительсене пурне те милицин дежурнăй чаçне ăсатнă, унта кирлĕ мерăсем йышăннă.

Инспекторсем предприятисен автотранспорт паркĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. 3 уйăхра планра тăнă 3 тĕрĕслев, транспорта гаражран кăларнă чухне 12 тĕрĕслев ирттернĕ. Руководительсене 6 предписани çырса панă, должнăçри 5 çынна штрафланă.

Çул-йĕре пăхса тăракан-юсакан организацисене 13 предписани тăратнă. РФ КоАПĕн 12.34 статйине тĕпе хурса должнăçри 2 çынна, КоАПăн 19.5 статйин 1-мĕш пайĕпе никĕсленсе должнăçри 2 çынна административлă майпа айăпланă.

Халĕ çул-йĕрсем юртан ирĕлсе тасалчĕç. Анчах та çул-йĕр правилисене пăхăнманни хуть-хăш вăхăтра та инкек патне илсе пыма пултарнине водительсен те, çуран çÿрекенсен те асрах тытмалла.

Н.РУБЦОВ, милицин ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.

Ачасене – тивĕçлĕ воспитани

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси районти профилактика субъекчĕсемпе пĕрле социаллă йывăр лару-тăруллă çемьесене тимлĕхре тытать. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçне начар пурнăçлакан, хăйсен ачисем валли килте тивĕçлĕ условисем туман, кирлĕ пек воспитанипе пĕлÿ пама тăрăшман çемьесенчи лару-тăрăва та куçран вĕçертмест. Комисси членĕсем кунашкал çемьесене çитсе тĕрĕслеççĕ, ачасен пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, вĕсене кирлĕ пек туса пыман ашшĕ-амăшне комисси ял поселенийĕн администрацине е район администрацийĕ çумĕнчи комиссие чĕнтерсе илсе ăнлантару ĕçне йĕркелет.

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире социаллă йывăр лару-тăру хуçаланакан 58 çемье тата çул çитмен 15 ача учетра тăрать. Учетри çул çитмен кашни ача çумне обществăлла воспитатель çирĕплетнĕ, вăл ăнлантару ĕçне пĕр тикĕс туса пыма тăрăшать, йĕркене пăсасран асăрхаттарать.

2010 çулхи пĕрремĕш кварталта районти комиссире социаллă йывăр лару-тăруллă çемьесенчи çул çитменнисем хушшинче табак туртассине, алкоголь шĕвекĕсем ĕçессине пÿлессипе, физкультурăпа массăллă ĕçе çирĕплетессипе çыхăннă 5 лару ирттернĕ. Çавăн пекех ларусенче Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн тата Палтиел ял поселенийĕн отчечĕсене итленĕ, вĕсенче çул çитменнисем хушшинче сывă пурнăç йĕркисене çирĕплетессипе мĕнлерех ĕçлесе пыни, табак туртассине, эрех-сăра ĕçессине пÿлессипе еплерех мерăсем йышăнни çинчен каласа панă. Çавăн пекех район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси ларăвĕсенче ашшĕ-амăшĕн тивĕçне начар пурнăçланипе çыхăннă 9 административлă ĕç пăхса тухнă. Ашшĕ-амăшĕсенчен 5-шне асăрхаттарнă, 4-шне штрафланă.

Комисси членĕсем профилактика субъекчĕсен работникĕсемпе пĕрле шкулсенче те пулаççĕ, ачасен, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче сывă пурнăç тата право йĕркисене çирĕплетессипе, законодательство требованийĕсене ăнлантарассипе çыхăннă калаçусем ирттереççĕ. Акă нумаях пулмасть Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.А. Мазякова, милицин участокри милиционерĕ А.Айзатуллов, тĕп больницăн районти педиатрĕ О.И.Львов, район администрацийĕн организацилле пайĕн специалист-эксперчĕ Г.В.Кудрявцева тухса калаçрĕç.

Г.КУДРЯВЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика