Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăçăм – музыка..."

28 апреля 2010 г.

Пирĕн районта ÿссе çитĕннĕ музыкантсенчен, композиторсенчен пĕри – В.Н.Кузнецов. Музыка тĕнчи ăна пĕчĕкренех илĕртнĕ. Ашшĕ, Николай Константинович, Çĕнĕ Тăрăнта купăс ăста каланипе палăрса тăнă. Пĕчĕк Валентин ашшĕн купăсне час-часах алла тытнă, унпа ансат кĕвĕсем калама хăнăхнă. Кĕвĕ асамлăхĕ унăн чĕрине ытларах та ытларах тыткăнланă май, каярахпа баянпа та калама вĕреннĕ.

1965 çулта Карапай Шăмăршăри шкулта 8 класс пĕтерсен Валентин Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çак ятпа ăна ашшĕ питĕ хитре сасăллă "Тульский" баян парнеленĕ. Ку, паллах, Валентина савăнтарнă, хавхалантарнă.

Училищĕре Çĕнĕ Тăрăн йĕкĕчĕ пысăк пултарулăхпа палăрса тăнă. Çавна май ăна студентсем хушшинче йĕркеленĕ баянистсен ансамбльне илнĕ. Валентин вĕреннĕ хушăрах юрăсем те хайлама пуçланă.

Музыка учителĕн дипломне илсен, 1969 çулта В.Н.Кузнецов Канаш районĕнчи Сикассинчи вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă. Тепĕр çултан ăна çар службине илнĕ. Салтакра чухне вăл полк оркестрĕнче музыкант пулнă.

1972 çулта çар службинчен таврăнсан малтанхи шкулах – Сикассине таврăннă, ачасене музыка вĕрентнĕ. Пĕрлех ялта хор, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрне йĕркеленĕ. Коллектив кĕске хушăрах "халăх хорĕ" ята çĕнсе илнĕ.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăк пĕр çултан Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1977 çулта институт пĕтерсен ăна Канаш районĕнчи Шăхасанти вăтам шкула ĕçлеме янă. Валентин Николаевича тепĕр çулах Шăхасанти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ пулма çирĕнлетнĕ. (Çак шкулта вăл паянхи кунчченех ĕçлет).

Шкулта ачасене музыка инструменчĕсемпе калама вĕрентнисĕр пуçне, Шăхасанти ял хуçалăх техникине юсакан предприятире, Канашри тĕп больницăра хорсем йĕркеленĕ.В.Н.Кузнецов ертсе пыракан çак коллективсем юрлас ăсталăха çÿллĕ шая çĕкленĕ, "халăх хорĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.

Валентин Николаевич çамрăкранах юрăсем кĕвĕлет. Вăл 150 ытла юрă хайланă. Кунсăр пуçне вĕрсе каламалли инструментсем валли маршсем, ытти произведенисем çырнă. ЧР Композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ В.Н.Кузнецов ытларах чухне Р.Сарпи, Ю.Петров, Г.Ирхи, Ю. Никитин поэтсемпе ĕçлет, вĕсен сăввисене кĕвве хывать. Унăн хитре юррисене Иван Христофоров, Людмила Семенова, Рена Грачева тата ытти юрăçсем шăрантараççĕ. Пултаруллă ентешĕмĕрĕн юррисем Канаш, Йĕпреç, Вăрнар, Шăмăршă районĕсен художество коллективĕсен репертуарĕсене кĕнĕ. "Карла – реченька" (сăм. И.Муллинăн) тата "Шăмăршьенĕм, тăван Шăмăршьен" (сăм. В.Михайловăн) юрăсене Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи хор уявсенче хаваспах юрлать.

Ĕçне кура – хисепĕ. В.Н.Кузнецов – ЧР культурин тава тивĕçлĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Культура министерствисен, ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп Грамотисемпе наградăланă.

Апрелĕн 28-мĕшĕнче В.Н.Кузнецов 60 çул тултарчĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре, илемлĕ пултарулăхра малашне те ăнăçу сунатпăр.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика