Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмпа кĕрешекенсем

30 апреля 2010 г.

Вут-çулăмпа кĕрешекенсем

КĔСКЕ СПРАВКА. А.М.Фомин 1979 çулта Шăмăршăра çуралнă. 1996 çулта вăтам шкул пĕтерсен Йошкар Олари политехника университетне вĕренме кĕнĕ. 2001 çулта инженер дипломне илсен ăна çар службине илнĕ. Служба Космос çарĕсенче, Байконурти космодромра иртнĕ.

2002-2006 çулсенче Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче инженерта ĕçленĕ. 2006 çулта Александр Михайловича районти пушар чаçĕн начальникĕн çумĕ, 2009 çулта начальник пулма çирĕплетнĕ.

Шăмăршăри пушар чаçĕн тĕп базинче 14 çын вăй хурать. Коллективăн ытларах пайĕ чылай çул ĕçлесе паха опыт пухнă. А.Низамовпа Г.Ларионов караул начальникĕсем – 20-шер çул, В.Кузьмин, И.Старшовпа Н.Федотов водительсем – 15-шер çул, В.Григорьевпа А.Кузьмин водительсем 10-шар çул ытла ĕçлеççĕ.

Карапай Шăмăршăри пушар хуралĕн уйрăм постĕнче 7 çын вăй хурать. Унта пушара сÿнтемелли ЗИЛ автомашина пур. Тĕп база паркĕнче – КамАЗ, Урал, ГАЗ-66 тата ЗИЛ маркăллă 2 автомашина. Районта вут-кăварпа кĕрешме техника çителĕклĕ. Чаç паркĕ юлашки 2 çулта кăна 2 автомашинăпа пуянланчĕ.

Кăçалхи 4 уйăхра район территорийĕнче пушар 5 хутчен алхасрĕ. Вут-çулăм 110 пин тенкĕлĕх сиен кÿчĕ. Питĕ шел, кăçал пушарта арçынпа хĕрарăм çунса-чыхăнса вилчĕç. Трагеди сăлтавĕ пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçламанни. Пушарсенчен 3-шĕ юсавсăр кăмакапа е ăна хутса çунтарнă вăхăтра пăхса тăманнипе çыхăннă. Çавна май çу кунĕсенче кăмака-каланккана хăрăмран тасатма, çуркаланнă вырăнсене тăмпа хăйăр хутăшĕпе сăтăрса якатма тата шуратма сĕнетĕп. Уйрăмах мăрьене тĕплĕн пăхса çаврăнмалла. Мунча кăмакисем пирки те çакнах калас килет.

Пĕлтĕрхи курăксене çунтарни те пысăк инкек кăтартма пултарать. Курăк çунса-сарăлса пушар тухас хăрушлăх тухса тăнă май, – апрельте кăна ялсене 8 хутчен (!) тухса кайма, вут-çулăма сÿнтерме тиврĕ. Кил таврашĕнчи çÿп-çапа çурт-лупасран 40-50 метр айккинче çунтармалла. Çиллĕ çанталăкра вут чĕртмелле мар.

Пушар чаçĕн ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама, инкек тухнă вырăна вăхăтра çитме, вут-çулăма сарăлма памасăр, ăна кĕске вăхăтрах сÿнтерме тăрăшаççĕ. Анчах пирĕн кашнийĕнех вутпа асăрхануллă пулмалла, электричествăпа газ хуçалăхĕсенче те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пурнăçламалла. Тимлĕ пулни кил-çурт таврашне пысăк инкек килесрен сыхласа тăрĕ.

Статьяна вĕçленĕ май, районти пушар хуралĕн ĕçченĕсене, ветерансене, вĕсен çемйисене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика