30 апреля 2010 г.
Юлашки вăхăтра, тăван ялăн историйĕпе кăштах интересленнĕ май, халличчен пĕлмен е уçăмлах мар фактсем палăрчĕç. 1938 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче çĕршывра пĕрремĕш хут СССР, РСФСР, Чăваш АССР Аслă Канашĕсене депутатсем суйламалли суйлавсем пулса иртнĕ. Ун умĕн Пăчăрлă Пашьел суйлав округĕ тăрăх республика парламентне суйланма Асанкассинчи "Юлташ" колхоз членĕсен пухăвне хутшăннă 127 çын, пурте пĕр кăмăллă пулса, ялти чи хастар колхозницăна, çак вăхăт тĕлне почтальонкăра ĕçлекен Варвара Игнатьевна Журавлевăна кондидата тăратнă.
Ашшĕпе амăшĕ – Игнатий Никитичпа Евдокия Матвеевна (Суйкăн хĕрĕ пулнăскер) – район пуçлăхĕсем тата ял ĕçченĕсем хăйсен хĕрне çакăн пек пысăк чыс тăвасса шутлама та пултарайман. Мĕншĕн тесен çемье нишлĕхре пурăннă. Ăна тăрантарса усрас тесе Йăкăнат ял кĕтÿне кĕтсе пурăннă. Патша самани вăхăтĕнче Журавлевсем пĕр ят çĕрпе çеç усă курнă. Çавна май хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытма май пулман.
Революци хыççăн çемье Ч ятак çĕрпе усă курма пуçланă. Çакă чухăн çемьешĕн çĕнĕ сывлăш пекех пулса тăнă. 1930 çулта пĕр тиха туянса янă.Ăна ÿстерсе лашаллă пулнă. Çамрăк Варя та, çемьене тĕрек пултăр тесе, çынсем патĕнче ача пăхнă (нянькăра ĕçленĕ).
В.И.Журавлева 1919 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче Асанкассинче çуралнă. 1929 çулта çак ялти пуçламăш шкула вĕренме кĕнĕ. Пушă вăхăтра çав-çавах çын патĕнче ача пăхнă. Пур енĕне те лайăх вĕреннĕшĕн Варьăна 2-мĕш класран тÿрех 4-мĕшне куçарнă. 1933 çултан Пашъелĕнчи тулли мар вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Варя 6-мĕш класра чухне ашшĕ çĕре кĕнĕ. Çемьери чи аслискер, çак йывăрлăха пăхмасăр, тулли мар вăтăм шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă.
1935 çулта Журавлевсем колхоза кĕнĕ.Çак тапхăр тĕлне самаях тĕрекленнĕ хуçалăха пĕрлешсен çемье хăйне телейлĕ те савăнăçлăрах туйма пуçланă. Ĕç кунĕсем тăрăх тырă та, ытти продукт та самаях валеçнĕ çулсерен. 1936 çулта çитĕнсе пыракан хĕр хăй ĕçлесе илнĕ тупăшпа çĕнĕ çурт лартма мехел çитернĕ. 1937 çулта, акă, 209 ĕç кунĕ тунă, 105 пăт тырă илнĕ. Çакăн хыççăн, 1937 çулта, Варвара çыру валеçекен (почтальон) пулса ĕçлеме тытăннă. Вăл ĕçленĕ тапхăрта подписчиксен шучĕ виçĕ хут ÿснĕ. Çакăншăн ăна, колхоз правленийĕ йышăну туса, ĕç кунĕ хушса тÿлемелле тунă.
Варвара Игнатьевна 1938 çултан пуçласа 1939 çулхи май уйăхĕччен Иваново облаçĕнчи Кинешма хулинче вырнаçнă темиçе облаç валли йĕркеленĕ çыхăну кантурĕн ертÿçине пулăшаканĕнче, 1939 çулхи августран вара спецçыхăну пайĕн экспедици пуçлăхĕнче вăй хунă. 1940 çулхи февральтен çыхăну управленийĕн пĕрремĕш пай инспекторĕн должноçне йышăннă. Ăçта кăна пулсан та, Варвара Игнатьевна таса кăмăлтан, тăрăшса ĕçленĕ, ĕç дисциплинине пăхăнса пурăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1940 çулхи ноябрьте Шăмăршăри çыхăну кантурĕн начальникĕнче ĕçлеме çирĕплетнĕ.
1941 çулхи апрель уйăхĕнче В.И. Журавлева Киевра 2-мĕш пехота училищин вăхăтлăха тăван Виçпÿрт Шăмăршăна отпуска килнĕ курсанчĕпе Н.С. Падиаровпа паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе пăрахнă çамрăксем туй туса çемье çавăрнă. Çапла вара, Асанкасси хĕрĕ В.И. Журавлева самантрах Виçпÿрт кинĕ В.И. Падиарова пулса тăнă. Анчах пĕрле нумай пурăнма май килмен. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕсене нумайлăха уйăрнă. Николай Степанович кĕскетнĕ курса вĕçлесе фронта тухса кайнă. Мăшăрĕ Шăмăршăра тăрса юлнă.
1942 çулта Варвара Игнатьевнăна та фронта илнĕ. Çапла, упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ икĕ çĕрте тăшмана хирĕç çапăçнă.
Варвара Игнатьевна каярахпа бронетанковăй çарсен маршалĕ, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă М.Е.Катуковăн танк бригадине лекнĕ.
Çăмăл пулман çар çыхăнуçин служби вăрçăра.Уйрăмах хĕрарăмсемшĕн. Тĕрекленсе çитмен, черченке пÿ-силлĕ хĕрарăм-салтак хул пуççи урлă телефон аппаратне çакса ярса, аллине провод чĕркенĕ пысăк катушка йăтса пĕр хут мар татăлнă линие сыпăнтарма васканă. Тăшман снарячĕсем татти-сыпписĕр çурăлса сирпĕнсе тăнă вăхăтра çакна тума питĕ хăюллă та хастар, Тăван çĕршыва чунтан парăннă, хăрушлăх умĕнче хăраса тăман çынсем çеç пултарнă. Варвара Игнатьевна шăпах çакăн пек çирĕп салтаксенчен пĕри пулнă та. Вăл Тăван çĕршыв шанăçне чыслăн пурнăçланă. Çакна ун пурнăçĕнчи фактсемпе çирĕплетме пулать. В.И.Падиарова виçĕ хутчен контузи тÿссе ирттернĕ. Малтанхи хут çакă Калинин фронтĕнче, иккĕмĕшĕ Курск пĕккинчи хаяр çапăçура, юлашкинчен Венгрие ирĕке кăларнă тапхăрта пулса иртнĕ .
Варвара Игнатьевнăн çарти паттăрлăхне тивĕçлипе хакланă. Кĕçĕн лейтенанта Аслă Отечественнăй вăрçăн иккĕмĕш степень орденĕпе, "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн" медальпе, Жуков орденĕн медалĕпе, вунна яхăн юбилейсен медалĕсемпе наградăланă.
Тăван çĕршыв чысĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн Варвара Игнатьевнан упăшки те – Николай Степанович Падиаров – хастар кĕрешнĕ. Çара ăна 1939 çулта, Хусанти университетăн физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ чухне илнĕ. Срочнăй службăри салтака çак çулхи ноябрьте Киеври пехота училищине вырнаçтарнă. 1941 çулхи июньте Падиаров лейтенанта рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ.
Тем те пулнă, тем те тÿснĕ. Рота нимĕçсен ункине лекнĕ, ăна татса тухассишĕн хастар çапăçнă. Партизан отрядĕнче те пулнă. Болгарире çарсен Кăнтăр группин стрелоксен 244-мĕш дивизийĕн вĕренÿ взводне ертсе пынă. Хĕрлĕ Çăлтăр орден, "Киева хÿтĕленĕшĕн" медаль тата ытти наградăсем илме тивĕç пулнă.
1945 çулхи июльте госпитальтен сывалса тухнă В.И.Падиарова кĕçĕн лейтенант тăван тăрăха таврăннă. 1946 çул пуçламăшĕнче упăшки – Н.С.Падиаров кадровăй офицер патне Болгарие кайнă.
Вăрçа тухса кайиччен Варвара Игнатьевна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пынă. Депутат статусĕ тăватă çула мар, чылай ытлараха тăсăлнă. Мĕншĕн тесен синкерлĕ вăрçă çулĕсенче суйлавсем пачах та ирттермен. Çавна май, иккĕмĕш суйлав 1947 çулхи февральте çеç пулса иртнĕ.
Каялла Виçпÿрте таврăнсан Варвара Игнатьевна тĕрлĕ çĕрте, ытларах суту-илÿре, вăй хунă. Упăшки шкулта ачасене вĕрентнĕ.
Варвара Игнатьевнăпа Николай Степанович ултă ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Пиллĕкĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ.
Асли – Татьяна – Куславккари I-мĕш номерлĕ вăтам шкулта математика учительници пулнă. Иккĕмĕш хĕрĕ - Люба – Çĕнĕ Уренгой хулинчи аслă налук инспекторĕнче ĕçленĕ. Ывăлĕ – Лев Николаевич Падиаров – çирĕм çула яхăн ĕнтĕ ялти шкул директорĕн çăмăл мар лавне туртса пырать. Борис ятли Чулхулари шыв транспорчĕн институтĕнчен вĕренсе тухнă, Чĕмпĕрти юхан шыв порчĕн ертÿçин пулăшаканĕ. Раиса Мускаври финанс институтĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Пензăра ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей, Пензăри механика техникумĕнче вĕреннĕскер, Узбекистана кайса тĕпленнĕ, çемьеллĕ пулнă,Чирчик хулинче пурăнать.
Асанкасси ялĕнчен Чăваш АССР Аслă Канашне суйланнă пĕрремĕш депутат В.И. Журавлева (Падиарова) вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Вăл 2001 çулта çĕре кĕнĕ.