Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тяпук йăхĕ – Паттăр йăх

30 апреля 2010 г.

КИВĔ ЧУКАЛТА пурăннă Степан Григорьевич Малеевăн (ялта ăна Тяпук тесе чĕннĕ) ултă ача пулнă, виççĕшĕ – Федор (1893 ç.), Семен (1895 ç.), Петр (1900 ç.). Пĕрремĕш тĕнче вăрçине, унтан Граждан вăрçине хутшăннă. Виççĕшĕ те авланнă. Виçĕ кин хуняшшĕ çемйинче мĕнле килĕштерсе пурăннă-ши; Çемьере тата Тяпукăн ватă ашшĕпе (ăна Кутÿк тенĕ) виçĕ ачи – Анна, Палля тата Миккалай пулнă.

Хĕрлĕ армеецсем киле таврăнсан, ашшĕ пулăшнипе çурт лартса уйрăлса тухнă. Хăйсен ĕçченлĕхĕпе хуçалăха тĕреклетсе пынă: лаши-ĕни те пулнă. Ачасем çуралса çемьесем хутшăннă.

1930 çулсенче чухăнсемпе пуянсене пĕр пек пурнăç туса парас тесе пĕрлешÿллĕ хуçалăх (колхоз) йĕркелеме тытăннă.

Чухăнсен ушкăнĕ Тяпукăн пÿртне, кĕлечĕпе хапхине аякран килнĕ тутарсене сутса янă, çил арманне, лаши-ĕнине, ытти пĕтĕм пурлăхне туртса илсе колхоза панă. Кил хуçи хăй ăнсăртран сыхланса юлнă, лаша витине пурăнма куçнă. Çавăнтах çирĕм çул хушши пурăнса ĕмĕрне ирттернĕ.

Çÿлтен хушнипе, вырăнти влаçсем хĕснипе Хĕветяпа Çумкка колхоза çырăннă, лашипе ут таврашне пĕрлешÿллĕ хуçалăха леçсе панă.

Петр вара колхоза кĕме васкаман – хăй вăйĕпе пурнăçне йĕркелесе яма ĕмĕтленнĕ. Колхоза кĕменнисене çултан çул пысăкран та пысăк налук хурса тертлентернĕ. Налук тÿлемен тесе Петрăн кĕлетне сÿтсе кайнă, лашине илсе тухса колхоза панă. Ирĕксĕрех, 1939 çулта Петрăн та колхоза çырăнма тивнĕ. Çулталăк çитичченех бригада пухăвĕнче колхозниксем ăна бригадăна ертсе пыма суйланă. Колхоз пуçланичченех Тяпук хĕрĕ Анна качча тухнă. Павел та авланнă. Ашшĕн çуртне тустарсан, унпа пĕрле ссылкăна ăсатасран сыхланса, арăмĕн ашшĕ килне пурăнма куçнă, колхоза çырăннă. Кĕçĕн ывăлĕ Миккалай вăрман ăшĕнчи Киря поселокне ĕç шырама тухса кайнă.

Вăрçă пуçланас умĕн Федор колхоз лашисене пăхнă. Семен ялти лавккара сутуçăра пулнă, Петр – колхоз бригадирĕ. Павел колхозра ырми-канми ĕçленĕ, çурт лартнă. Миккалай та авланнă. Яла таврăнса ашшĕ вырăнĕн пĕр кĕтесне мунча пек пĕчĕк пÿрт лартма пултарнă, колхоза кĕнĕ, лайăх пурнăç çинчен ĕмĕтленнĕ. Анчах... 1940 çулхи кĕркунне çирĕм пиллĕкри Николай Степанович Малеева, икĕ ача ашшĕне, салтак службине илсе кайнă. Вăл Çурçĕр флотне лекнĕ. Çав вăхăтрах Семен ывăлĕ Иван та салтакра пулнă. Хĕвел анăç енчи пĕр гарнизонта çар ĕçне вĕреннĕ.

1941 çул – хăрушă вăрçă пуçламăшĕ. Пирĕн çарсем тан мар çапăçусенче пысăк çухатусем тÿснĕ. Нумай хуласемпе ялсем арканнă. Сентябрь уйăхĕнче яла Иван Семенович Малеев хаяр вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерсе «хура хут» килнĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçа Тяпукăн пилĕк ывăлĕ – Федор, Семен, Петр, Павел, Николай, тăватă мăнукĕ – Иван Семенович, Василий Семенович, Алексей Федорович, Иван Петрович хутшăннă.

Çурçĕр флотĕнчи Николай Малеев Рыбачий çур утравĕ çине Норвеги урлă кĕрекен фашист çарĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Вăраха тăсăлнă хаяр вăрçă кунĕсемпе çулĕсенче мĕнле кăна хăрушлăх, терт-нуша курман-ши; Миçе хутчен вилĕмпе куçа-куçăн тăман-ши; Тупăпа пенĕ вăхăтра юнашар çапăçнă юлташсен вилĕмне курса, тÿссе ирттернĕ, тепĕр самантрах хăйне те çав хăрушă вилĕм кĕтнине туйса тăнă.

1944 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Николай Малеев паттăррăн çапăçса вилнĕ. Вилнĕ хыççăн II степень Аслă Отечественнăй вăрçăн орденĕпе наградăланă.

Вăрçă пуçлансан кашни кун тенĕ пек ялтан фронта тухса каякансем йышлă пулнă. Павел Степанович Тăван çĕршывшăн çапăçма июль уйăхĕнчех тухса кайнă. 1943 çулта йывăр контузи хыççăн сусăрланса киле таврăннă.

Ытти ывăлĕсемпе мăнукĕсем пĕрин хыççăн тепри 1942 çулта вăрçă хирĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă.

Федор Степанович, вăрçăран аманса таврăнсан, суранĕсем шала кайнипе, 1945 çулта çĕре кĕнĕ.

Семен Степанович, вăрçăран таврăнсан, чире кайса 1947 çулта çут тĕнчерен уйрăлнă.

Петр Степанович 1942 çулхи февраль уйăхĕнче салтак тумне тăхăннă. Малтан 76 мм тупă наводчикĕ пулнă, унтан – оруди командирĕ. Виçĕ хутчен аманнă, сывалсан – татах малти линие. Берлина парăнтарас, Прагăна ирĕке кăларас наступленисене хастар хутшăннă.

Вăрçă хыççăн гварди сержанчĕ Петр Малеев III степень Мухтав орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» тата ытти медальсем çакса киле таврăннă.

Унăн ывăлĕ Иван Петрович Малеев та вăрçă хирĕнче виçĕ хут аманса госпитальте сывалнă. Кенигсбергра çапăçнă çĕре хастар хутшăннă. Унăн кăкăрĕ çинче ытти медальсемпе пĕрле «Кенигсберга илнĕшĕн» медаль та пур. 1945 çулхи сентябрь уйăхĕнче учительсемпе медиксене, виçĕ хут аманнисене киле яма йышăннă. Октябрь уйăхĕнче Иван Малеев киле таврăннă.

Алексей Федорович вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Çулсем иртнĕçемĕн, сывлăхĕ çирĕпленсен, химлесхозра сухăр юхтарнă. Сухăр пичкисене вăрмантан лашапа турттарса кăларма хутшăннă.

Василий Семенович вăрçа 1942 çул вĕçĕнче тухса кайнă. Тĕрлĕ фронтра çапăçнă. Вăрçă хыççăн демобилизаци йĕркипе Василий Малеев сержант киле таврăннă. Шупашкарта тĕпленсе бухгалтер пулса ĕçленĕ.

Павел Степанович, сывлăхĕ самайлансан, 1944 çулта колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Çак çул ял çыннисемшĕн уйрăмах йывăр пулнă. 1943 çулхи йĕпе çанталăка пула çитĕннĕ тыр-пула, утă-улăма пуçтарса кĕртеймен. Лартса çитĕнтернĕ çĕр улми ана çинчех çĕрсе кайнă. Каярахпа Павел Степанович колхозра агротехник, халăх контроль комитечĕн председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ, пахча-çимĕç бригадине ертсе пынă. Унти ĕçченсем çулсерен тухăçлă кишĕр, сухан, купăста çитĕнтернĕ.

Вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннă Петр Степанович колхоз ĕçне хастар пуçăннă. Ăна колхоз председателĕн çумĕ – завхоз пулса ĕçлеме шаннă. Агротехник та пулнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче колхозра, ялта пурнăç йывăр пулнă. Тыр-пул акса çитĕнтерме туртăм вăйĕ çитмен. Çынсем хăйсен килĕсенчи ĕнисене кÿлме вĕрентнĕ, хуçалăхри лашапа тумалли ĕçе ĕнесемпе пурнăçланă.

Нумай çул хушши Петя тете колхоз мастерскойĕнче урапа- çуна ăсталанă, киввисене юсанă. Арманта çăнăх авăртнă. Ку ĕçе вăл ашшĕн çил арманĕнчех хăнăхнă. 79 çула çитсе çĕре кĕнĕ.

Вăрçă çулĕсенче колхозри, ялти мĕнпур йывăр ĕçе ватă çынсемпе хĕрарăмсем, çул çитмен ачасем пурнăçланă.

1942 çулта çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă вун пиллĕкри Николай Малеева кĕркунне, вун çиччĕри Кирилловпа пĕрле, Шăмăрша вутă турттарма янă.

Çуркунне, колхоза çур аки ирттерме МТС тракторĕсем килсен, плугарь пулса ĕçлеме тытăннă. Унтан тракторист çумĕ пулнă. Мĕнле йывăр пулнă кустăрмаллă У-2, йывăç шакмакпа ĕçлекен гусеницăллă газогенераторлă тракторпа ĕçлеме, алă вĕççĕн çавăрса моторсене ĕçлеттерсе яма. Çакăнтан пуçланнă Николай Петрович Малеевăн механизатор биографийĕ.

Вăрçă хыççăн Канашра вĕренсе тракторист-машинист правине илнĕ. Пĕр вăхăт трактор бригадине ертсе пынă. МТСа çĕнĕ йышши ДТ-54 тракторсем килсен пĕрремĕшне ун аллине панă.

Тяпукăн ытти мăнукĕсем, çулĕсене кура, çум çумланă, утă пуçтарнă, çурлапа тырă вырма хутшăннă. Арçын ачасем – Петрпа Николай Семеновичсем, Антон Петровичпа Егор Павлович лашапа сухаласа тырă акнă, утă-улăм, кĕлте турттарнă, капан тунă. Уйрăмах 1943-1944 çулсенчи выçлăха чăтса ирттерме йывăр пулнă. Коляпа Антун пĕр вăхăт шкула çÿреме те пултарайман.

Вăрçă хыççăн Николай Семенович вăтам шкултан вĕренсе тухнă.

Тĕрлĕ çулсенче, пенсие тухичченех, ялти шкулта аслă пионервожатăй, делопроизводитель, клуб пуçлăхĕ, ял Совет секретарĕ, председателĕ, колхозри парти организаци секретарĕ пулса ĕçленĕ. Антон Петровичпа Егор Павлович, вăрçă хыççăн 1950 çулта Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухса учитель дипломне илнĕ. Пенсие тухичченех шкулта ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшнă.

Иккĕшĕ те запасри офицерсем. Вăрçă хыççăн çуралнă Раиса Павловна Шăмăршăра вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Магнитогорскри пединститутра вĕренсе математика учителĕн дипломне илнĕ. Садки хулинчи (Челябинск облаçĕ) шкулсенче вĕрентнĕ, «РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ.

Ашшĕ вăрçăра вилсе тăлăха юлнă Василий Николаевич çитĕнсен механизатора вĕренсе тухнă. Тракторист, комбайнер пулса ĕçленĕ. Аслашшĕн вăтăрмĕш çултанпа вĕлтрен пусса ларнă пÿрчĕ вырăнне малтан çичĕ аршăнлă, унтан пилĕк стеналлă пысăк пÿрт лартнă. Халĕ çак пÿртĕн урам енчи стени çине мрамортан асăну хăми вырнаçтарнă. Унта çапла çырнă:

«Çак вырăнта, Малеев Степан Григорьевич çуртĕнче, 1897 çулта шкул уçăлнă».

Паллах, ялта шкул уçас тесе Степан Малеев нумай тăрăшнă. Малтанласа, шкул çуртне тăвиччен, ачасене вĕрентме икĕ пайлă виçĕ крыльцаллă пÿрчĕн пĕр пÿлĕмне панă.

Пурнăç хăй йĕркипе шăвать. Арçын ачасем пурте çĕршыв умĕнчи тивĕçе – салтак службине – пурнăçланă.

Тяпукăн ултă ачаран çирĕм виçĕ мăнук çуралнă. Халĕ çитмĕл урлă каçнă ултă мăнукĕ – Антонпа Владимир Петровичсем, Вера Павловна тата Анна Степановнăн хĕрĕсем – Мария, Раиса, Анастасия сывă пурăнаççĕ.

Мăнукĕсен хăйсен утмăл пилĕк ача, çĕре яхăн мăнук, тепĕр сыпăкри пĕчĕккисем те йышлă. Пĕтĕмпе шутласан икçĕрĕн ытла (пĕр ĕмĕр хушшинче).

Çул çитнисем пурте вăтам тата аслă шкулсенчен вĕренсе тухса тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ. Вĕсен хушшинче – фермер, рабочи, сутуçă, предприниматель, менеджер, строитель, учитель, врач, инженер, наука кандидачĕпе докторĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика