Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă çĕклерĕ кăмăла

30 апреля 2010 г.

Юрă-ташă çĕклерĕ кăмăла

ЫРĂ йăлана малалла тăсса Чăваш чĕлхин кунне, Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул, Чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче Чăваш культурин фестивалĕ иртрĕ.

Уява килнисем малтанах фойере тĕрлĕ ялсенчи ăстасен хитре тĕрри-кавирĕпе, йывăçран туса хатĕрленĕ килĕшÿллĕ япаласемпе, асатте-асаннесен кĕпе-тумтирĕпе, чăвашсен апат-çимĕçĕпе паллашрĕç. Жюри членĕсем кашни япалана тимлĕн пăхса çаврăнчĕç, тĕрлĕ çимĕçе тутанса пăхрĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç.

"Декораципе ал ĕç искусствин япалисем" номинацире Кивĕ Чукал ял поселенийĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Васансем – иккĕмĕш, Карапайшăмăршăсемпе Чукалсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. "Чăваш апат- çимĕçĕ" номинацире Пуянкассисем – пĕрремĕш, Карапайшăмăршăсем – иккĕмĕш, Васансем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Призлă вырăнсем йышăннă ял поселенийĕсем Грамотăсемпе призсене тивĕçрĕç.

Курав залĕнчи пысăк концерт программи Культура аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ интереслĕ музыкăпа хореографи сюитипе уçăлчĕ. Малалла вара сцена çине ача-пăча фольклор коллективĕсем тухрĕç. Васанти "Мерчен" халăх коллективĕ (илемлĕх ертуçи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Ларшников), Виçпÿрт Шăмăршăри "Виçпÿрт çеçкисем" (Л.Семенова) тата Анат Чаткасри "Çăлкуç" (Г.Лукьянова) ансамбльсем чăваш юрри-ташшине ăста кăтартса кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç.

Пуянкассинчи фольклор коллективĕ (ертÿçи ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова) К.В.Ивановăн "Нарспи" поэминче çырса кăтартнă туй сыпăкне ĕнентерÿллĕн сăнласа пачĕ. Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" (РФ тата ЧР культурисен тава тивĕçлĕ работникĕ З.Падюкова) тата Энтĕрьелĕнчи "Шуçăм" (И.Федорова) фольклор коллективĕсен юрри-ташшине те тулли зал ăшшăн йышăнчĕ.

Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем, З.В.Головинская учительница ертсе пынипе, чăвашсен Аслă просветительне И.Я.Яковлева тата вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторне К.В.Иванова халалланă электронлă презентацисене питĕ интереслĕ ирттерчĕç. Çак шкул çумĕнчи "Пĕчĕк çăлтăрсем" театр студийĕн актерĕсем (режиссерĕ В.Львова) К.В.Иванов çырнă "Нарспи" поэма сыпăкĕсене витĕмлĕн те çĕкленÿллĕ туйăмпа вуласа пачĕç.

Ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕ (А.Нефедова) тата ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕ (В.Кузьмина) уява килнисене чăваш ташшисемпе савăнтарчĕç.

ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Муравьева, С.Кудряшов, З.Падюкова, Л.Денисовапа М.Львова солистсем (Карапай Шăмăршă) хăйсен уçă та янăравлă сассисемпе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

Шупашкартан килнĕ хăнасем те концерта илемлетрĕç. РФ тата ЧР культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан "Сувар" ташă ансамблĕ – çак коллектив Раççейри тата хамăр республикăри нумай смотр-фестивальте лауреат ятне çĕнсе илнĕ – хăйĕн программинчи ташăсене питĕ ăста тата илемлĕн ташласа куракансен чĕринче чи ăшă та ачаш туйăмсем вăратрĕ. Хамăрăн пултаруллă ентешĕмĕр – чăваш эстрада юрăçи Светлана Яковлева та хăйĕн хитре сассипе, çепĕç юррисемпе тулли зала тыткăнларĕ.

Статьяна вĕçленĕ май, çакна та хушса калас килет. Хамăр республикăра пурăнакан тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ чăвашсемшĕн нумаях пулмасть пысăк событи пулса иртрĕ – Ева Лисина писатель Библие чăвашла куçарса пичете хатĕрлесе çитерчĕ. Вырăссем хыççăн, Раççейре эпир Библие хамăр чĕлхепе вулама пултаракан иккĕмĕш (!) халăх пулса тăтăмăр. Кун пирки Аслă Патриархăмăр И.Я.Яковлев та ĕмĕтленнĕ. Турă пилĕпе Библи чăвашла пичетленсе тухрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика