30 апреля 2010 г.
ÇАК кунсенче Пĕтĕм тĕнчери Çĕр кунне халалласа районти тĕп библиотека тата «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ пуçарнипе «Çĕр – пирĕн кил, анчах унта эпир çеç пурăнмастпăр» темăпа ятарлă уяв пулса иртрĕ.
Унта «Чарăнса тăр, илемпе килен» темăпа йĕркеленĕ фото-выставкăпа паллашма май пулчĕ. Çавăн пекех, ачасен «Çут çанталăк тĕнчи» ÿкерчĕксен куравĕ те пурне те килĕшрĕ. Ачасем çут çанталăкпа тăван тавралăх илемне хăйсене майлă, асра юлмалла сăнласа пама пултарнă.
Чăваш Республикинчи çамрăксен экологи дружинин членĕсем ача сачĕсене çÿрекенсене тата пуçламăш классенче вĕренекенсене çут çанталăкпа наци паркĕ çинчен каласа пачĕç, вĕсемпе экологи вăййисем ирттерчĕç.