Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр çемьерен – тăваттăн

07 мая 2010 г.

АСЛĂ Отечественнăй вăрçă пуçлансан çарта пулма юрăхлă çынсене фронта илме тытăнчĕç – ял куллен-кун тенĕ пек пушанса пычĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнче ватăсемпе çамрăксем çеç тăрса юлчĕç. Салтак çулне çывхарса пыракансем хăйсене паян-ыран повестка парасса пĕлсе тăратчĕç.

Пиртен икĕ килĕ урлă пурăнакан М.Тимагин (ялта ăна Макар Михалĕ тетчĕç) çемйинчен виçĕ ывăлне пĕр харăс вăрçа илсе кайнăччĕ, вĕсенчен пĕри те каялла таврăнаймарĕ...

Пирĕн килтен те тăваттăн вăрçăра пулнă. Вăрçă пуçлансан тепĕр куннех 1916 çулта çуралнă, Хусанта Çутĕç министерствинче ĕçлекен Вячеслав тетен салтак тумне тăхăнма тивнĕ. Университетра вĕреннĕ чухнех çар кафедрине çÿренĕ вăл, кĕçĕн лейтенант званине илнĕ. Малтанласа ăна Хусантах, вĕрентÿ полкĕнче хăварнă. Вăл пулас артиллеристсене хатĕрленĕ.

1942 çулхи çуркунне тете Брянск таврашĕнче артиллери дивизионĕнчи разведка начальникĕн заместителĕ пулса çапăçăва кĕнĕ, контузи илнĕ пулин те стройрах юлнă. Каярахпа Вячеслав тете Курск пĕккинче çапăçнă, Ленинград блокадине татнă çĕре хутшăннă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Çĕнтерĕве вăл Латвире кĕтсе илнĕ.

Вăрçă çакăнпа вĕçленмен-ха уншăн, Японие çапса аркатма та хутшăннă.

1942 çулхи февральте тепĕр тетен – Аркадин – салтак ячĕ тухрĕ. Вăл Горькири автозаводра ĕçленĕ. Йĕрке вара çарти пекех пулнă. Тете фашистсен авиацийĕ завод çине бомбăсем пăрахни пирки те каласа паратчĕ. Çакнашкал пĕр тапăнура Аркадий уринчен аманнă. Госпитальтен сывалса тухсан ăна штаба писарь пулма куçарнă.

1942 çулхи апрельте, мăнкун эрнинче, районтан 16 хĕре фронта ăсатнă. Вĕсен хушшинче – манăн Анюта аппа. Малтанласа вĕсем Хусанта тăшман сывлăшран тапăнассинчен хÿтĕленекен служба ĕçне вĕреннĕ. Çакăн хыççăн аппа Мари АССРĕнчи Суслонгер станцинче, каярахпа Звенигово районĕнче службăра тăрать. Хĕр-салтаксен кунĕн-çĕрĕн сыхă тăмалла, вышкăсем çинче тăшман самолечĕсем вĕçсе килме пултарассине сăнаса тăмалла пулнă. Горький облаçĕнчи Сергач хулинче те çак службăра пулнă аппа.

Чирлесе ÿксе госпитальте сипленнĕ хыççăн Анюта аппана 1943 çулхи çулла сывалса çитме çур çуллăха киле янăччĕ. Çакăн хыççăн ăна Шăмăршăри çар комиссариатне ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Кайран, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухсан, аппана службăна юрăхсăр тесе йышăнчĕç.

1895 çулта çуралнă атте те 1942 çулхи августра фронта тухса кайрĕ, хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухрĕ. Кавказ тăвĕсенче фашистсем Хура тинĕс çыранĕ тăрăх кăнтăралла тапăнса кĕрсе каяссине хирĕç çапăçнă атте. Пĕрре те çăмăл пулман вĕсен чаçне, – анчах Сталинградшăн хĕрÿ çапăçусем пынăран, пулăшу кĕтмелли юлман.

Хĕл варринче атте питĕ хытă чирлесе ÿкнĕ. Сочири пĕр госпитале сывалма янă ăна. Тăхăр уйăх сипленнĕ хыççăн аттене текех службăна юрăхсăр тесе йышăннă та кунтах хуçалăх взводне хăварнă. Атте 1945 çулхи август уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе киле таврăнчĕ.

Çапла, вăрçăран тăван киле пурте – тăваттăн – чĕрĕ-сывă çаврăнса çитрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика