07 мая 2010 г.
КИВĔ Шăмăршăри Петр Сергеева, ялти пĕрремĕш тракториста, 1942 çулхи çуркунне фронта кайма повестка панă. Пĕр уйăх çар ĕçне хăнăхнă хыççăн вăл 1-мĕш Украина фронтне лекнĕ. Дон юхан шывĕ таврашĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă, унта йывăр аманнă.
Вăрçă çулĕсемпе малалла утнă, юлташĕсемпе пĕрле тăшмана патăррăн аркатнă май, каллех аманса госпитальте сипленнĕ. Госпитальтен тухсан Петр Сергеев хĕрлĕармеец каллех строя тăнă, фашист эшкерĕсене хирĕç çапăçнă. Украинăна ирĕке кăларассишĕн пынă пĕр хаяр çапăçура пехота салтакĕ каллех йывăр аманнă. Контузие пула, хĕрлĕармеец вăрçă хирĕнче 2 талăк тăна кĕмесĕр выртнă. Çапăçура пуç хунă салтаксемпе офицерсене пытаракан командăри санитарсем пĕр хускалми выртакан Петр Сергеева та пытарма хатĕрленнĕ. Турă çырни пулĕ ĕнтĕ ку – наçилкке çине хурсан Кивĕ Шăмăршă çамрăкĕ тăна кĕнĕ. Темиçе минут каярах юлнă пулсан... Салтакăн малаллахи шăпи пирки шутлама та хăрушă. Аманса нумай юн çухатнă Петр Сергеева санитарсем тÿрех медсанбата ăсатнă, унтан – госпитале.
Вăрах вăхăт сипленнĕ хыççăн, паттăр салтака, иккĕмĕш ушкăнри вăрçă инваличĕ пулса тăнăскере, киле янă. Унăн гимнастеркине Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ тата медальсем илемлетнĕ.
Тăван киле таврăнсан, костыльпе çÿресен те, Петр Михайлович пуç усса ларман. Ашшĕнчен вăрçăчченех столяр ĕçне вĕреннĕскер, килте ял çыннисем валли сĕтел-пукан, чÿрече рамисем тата ытти япаласем ăсталанă, колхоз валли çуна-урапа тунă. Сĕрме купăспа вăрçăчченех калама хăнăхнăскер, çак инструмента та хăех ăсталанă, хăнара унпа çынсене юрлаттарнă, ташлаттарнă. Сăмах май, шăллĕ Николай Михайлович та (вăл та фронтра пулнă) хăйĕн валли сĕрме купăс тунă, унпа каласа халăха савăнтарнă. Тетĕшпе шăллĕ чуна пырса тивекен сасăллă инструментпа пĕрле каласа хăна çыннисене савăнăç кÿнĕ самантсем те сахал мар пулнă.
Мăшăрĕпе, Мария Никифоровнăпа, 2 ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Суранĕсем тăтăшах çĕнĕрен уçăлса асаплантарнă пулин те, салтак ахлатса выртман, нихăçан та нăйкăшман. Шăлне çыртса пурнăç çулĕпе вăл чăтăмлăн малалла талпăннă. Петр Сергеев 79 çул пурăннă хыççăн çĕре кĕнĕ. Паттăр салтака, ал ĕç ăстине ял-йыш яланах ырăпа аса илет.