13 мая 2010 г.
КАШНИ гражданин саккунсен хÿтлĕхĕнче тăрать. Енчен те такам е такамсем сирĕн ирĕклĕх правине хĕсме пăхаççĕ, пурнăç умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ е мул-пурлăхăра ăмсанса, ăна хăйсен тума тăрăшаççĕ пулсан, эсир тÿрех милици сотрудникĕсенчен (участокри уполномоченнăйран) пулăшу ыйтма пултаратăр. Сирĕн правăна пăсса, саккунран пăрăнса преступлени тунă çын (çынсем) тĕлĕшпе те тÿрех милицие заявлени çырса пама сĕнетпĕр.
Енчен те милици сотрудникĕсем сирĕн заявление йышăнмаççĕ пулсан е эсир милиционерсен йышăнăвĕпе килĕшмесен шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕ (Курбангали Сейфуллович Махмутов) патне шăнкăравлама (тел.: 2-33-72), хăйĕн кабинетне килсе пăтăрмахлă лару-тăрăва ăнлантарма пултаратăр (Шăмăршă ялĕ, Космовский урамĕ, 26 çурт).
Çавăн пекех район прокурорне (Ильфак Гарефетдинович Мифтахутдинов) – 2-33-10, районти суд председательне (Юрий Никандрович Поляков) 2-34-82 телефонсемпе шăнкăравлама пулать.
Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин «Шанăç телефонĕсем»:
ШĔМĕн дежурнăй чаçĕ – 8 (8352) 30-66-55;
ШĔМĕн кадрсемпе ĕçлекен управленийĕ – 8 (8352) 30-61-24;
ШĔМĕн ГИБДД управленийĕ – 8 (8352) 62-50-30;
ШĔМĕн экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен управленийĕ – 8 (8352) 30-61-24.