Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлĕкре те «хурçă ут» курать

13 мая 2010 г.

ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂРА, вăтам хресчен çемйинче 1935 çулхи майăн 6-мĕшĕнче çуралнă Александр Каримович Юманов. Кĕçех вăл 75 çул тултарать.

Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Саша ашшĕпе пĕрле колхозра ĕçленĕ: жнейкăпа тырă вырнă, кĕлте турттарнă... Кĕскен каласан, пĕр ĕçрен те ютшăнман.

Колхоза НАТИ маркăллă тракторсем килсен, плугарьсем те кирлĕ пулнă. Виçĕ сезон çак ĕçре тăрăшнă вăл, унăн механизатор пулас шухăш çуралнă. МТСра виçĕ уйăхлăх трактористсен курсĕ уçăлсан, çамрăка унта вĕренме янă. Питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса виçĕмĕш класлă тракторист пулса тăнă вăл. Çакăн хыççăн А.Юманов Пуянкассинчи «Заря» колхозра ĕçлеме тытăннă, ăна МТЗ-2 кустăрмаллă трактор шанса панă.

1959 çулта Александр Каримович тăван ялĕнчи «Правда» колхоза таврăннă, кунта ДТ-54 тракторпа ĕçлеме тытăннă. Вăл тапхăрта çак «хурçă ут» самаях хăватлă техника шутланнă, ăна опытлă механизаторсене çеç шанса панă.

Вăхăт çитсен йĕкĕт ялти чи чипер хĕре куç хывнă, кĕçех Лидия Убасевапа пĕр çемье çавăрнă – 1955 çулта Виçпÿрт Шăмăршăра чаплă туй кĕрленĕ. Телейлĕ, пĕр-пĕрне юратакан мăшăр виçĕ хĕрпе пĕр ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Ватлăхра савăнса, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса килĕштерсе пурăнмалла пек. Анчах хуйхи-суйхи те юнашарах çÿрет çав: Александр Каримовичăн мăшăрĕ Лидия Алексеевна пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ.

Ĕмĕрĕпех механизаторта ĕçленĕ А.Юманов 1995 çулта тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ĕçне кура – хисепĕ, теççĕ. Ăна тăрăшулăхшăн «Ĕçри хастарлăхшăн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, нумай-нумай Хисеп грамотипе наградăланă, хаклă парнесемпе чысланă.

Халĕ ĕç ветеранĕ хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе пурăнать, ытарайми мăнукĕсемпе савăнать, тĕлĕкре те «хурçă ут» курать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика