Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат вăхăтра тухтăр тенĕ

13 мая 2010 г.

Н.Д.КОСОЙКИН аса илĕвĕсем тăрăх, ăна 1933 çулхи хĕл кунĕсенче Шăмăршă районĕнчи «Колхозник сасси» хаçат редакторĕ пулса ĕçлеме çирĕплетнĕ. Малтанласа ăна пĕрре те çăмăл пулнă теме çук. Ăçтан, мĕнрен пуç-ласа ямалла ĕçе;

Малтанласа редакци валли парти райкомĕнче пĕр пÿлĕм уйăрса панă. Анчах çакă çеç çителĕксĕр вĕт: редакци пулсан, типографи те кирлех. Çук, пулман çав вăл, хаçата Патăрьелĕнче пичетлеме тивнĕ. Нумай чухне Шăмăршăран Патăрьелне çуранах çÿренĕ, хаçата вулакансем патне вăхăтра çитерме тăрăшнă.

Шăмăршăра типографи уçас тĕлĕшпе ун чухнехи район ертÿçисем те тăрăшман мар. 1935 çулта хальхи Космовский урамĕнче, налук инспекцийĕн çурчĕ вырнаçнă вырăнта, типографин йывăç çуртне туса лартма май тупнă. Çакна эпĕ хам та лайăх ас тăватăп-ха: унта пĕрре çеç мар экскурсире пулнă, типографире ĕçлекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Çавăн чухнех типографи редакцин «кухни» пулнине лайăх туйса илнĕ пулĕ.

Шăмăршă типографийĕн пĕрремĕш директорĕ кам пулнă тетĕр; Çакна пĕлекенсем, тен, сахал-тăр. Аса илтерем: вăл – Александр Степанович Кирпичников полиграфист. Хамăр ентешех вăл, 1908 çулта Энтĕрьелĕнче çуралса ÿснĕ. 1938 çулта ăна райĕçтăвкома ĕçлеме куçарнă, тепĕр çултан парти райкомĕн инструкторĕ пулма çирĕплетнĕ. 1941 çулта А.Кирпичников фронта тухса кайнă.

Малтанхи çулсенче хаçата пичетлесе кăларма питех те йывăр пулнă. Çакă специалистсем çитменнипе те çыхăннă. Кунсăр пуçне пур ĕçе те алă вăйĕпе пурнăçламалла пулнă. Çавах та типографи ĕçченĕсем май килнĕ таран тăрăшнă, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăсталăха хăнăхса пынă, опыт та пухăннă. Хаçата вулакансем патне вăхăтра çитерес тĕлĕшпе работниксем ĕç вырăнĕнчех çĕр каçни те тăтăшах пулнă.

Патăрьел типографийĕнчен К.Цыганов, Н.Тибайкин, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен А.Архипова килсен, хаçат кăларас ĕç самаях çăмăлланнă темелле – вĕсен ку тĕлĕшпе опычĕ те пысăк пулнă. Хаçат пахалăхĕ те лайăхланнă. 1936 çулта Шупашкартан опытлă наборщик А.Атманов килсе çитнĕ, И.Яковлев (Виçпÿрт Шăмăршă) печатник пулса ĕçлеме тытăннă. Çакăн хыççăн хаçат кăларасси татах та лайăхланни палăрнă.

1941 çулта Чăваш АССР Халăх Комиссариачĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Шăмăршă типографийĕ «Сталин ялавĕпе» хаçат редакцийĕпе пĕр коллектива пĕрлешнĕ. Çакăн хыççăн хаçата пичетлес ĕçе мастер йĕркелесе ертсе пынă.

1957 çулта Ленин урамĕнче (45-мĕш çурт) редакципе типографин виçĕ пÿлĕмлĕ çĕнĕ йывăç çурчĕ хута кайнă.

Унта типорграфин наборпа пичет цехĕсем ĕçлеме пуçланă.

Калас пулать: çак çурта туса лартас, хута ярас тĕлĕшпе «Правда» колхоз председателĕ пулнă В.Кошкин пысăк пулăшу панă. Типографин ун чухнехи мастерĕн А.Андреевăн та (Кахăрлă Шăхаль) ку тĕлĕшпе сахал мар чупма тивнĕ. Хальхи вăхăтра çак çуртра Ураховсен çемйи пурăнать.

1965 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче, районсем çĕнĕрен йĕркеленсен, Шăмăршăра Патăрьел типографийĕн филиалне туса хунă, вăл унччен çар комиссариачĕ пулнă çуртра вырнаçнă. Малтан пĕтĕм оборудование Патăрьелне куçарса кайнăран, ĕçе йĕркелесе яма питех те йывăр пулнă. Опытлă кадрсем те унтах юлнă, çавна май çĕнĕ çынсене шырама тивнĕ. Типографире пĕртен-пĕр наборщица – А.Мокеева (Виçпÿрт Шăмăршă) пулнă.

Патăрьел типографийĕн Шăмăршăри филиалĕнчи пĕрремĕш машинистка – Р.Еливанова (Пăчăрлă Пашьел). Çак профессие вăл ятарлă профтехучилищĕре вĕренсе алла илнĕ.

1967 çулта кунта тĕрлĕрен çĕнĕ оборудорвани кÿрсе килнĕ. Района электрификацилени те ĕçе чылай çăмăллатма пулăшнă.

Район çĕнĕрен йĕркеленсен филиал мастерĕсем пулса тĕрлĕ çулсенче А.И.Фомин (Ярăслав), Е.К.Падиарова (Виçпÿрт Шăмăршă), Н.К.Низамов (Кивĕ Шăмăршă), 1974-1988 çулсенче П.Н.Морозов (Ярăслав) ĕçленĕ. Ун хыççăн, конкурслă майпа, мастер пулма И.М.Миронова (Энтĕрьел) суйланă.

Кунта Илья Михайлович пирки уйрăммăн палăртса хăварни кирлех пулĕ. Вăл тăрăшнипех, çине тăнипех 1992 çулхи январьте филиал каллех хăй тĕллĕн ĕçлекен уйрăм предприяти – Шăмăршă типографийĕ пулса тăнă. Ертÿçĕ ăсталăхĕ лайăх палăрнă унра. Унччен ытла темех туман пулсан, директор тăрăшнипе типографин кирпĕчрен купаланă хушма çуртне туса лартнă. ГАЗ-52 автомашина туянма та вăй çитернĕ, ĕç условийĕсем те лайăхланнă, хăш-пĕр оборудование çĕнетнĕ.

2003 çулта типографипе район хаçачĕн редакцине пĕрлештерсе «Шăмăршăри издательство çурчĕ» РГУ йĕркеленĕ, ăна П.И. Фомин ертсе пыма тытăннă, И.М.Миронов пĕр хушă унăн производство енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.

П.И.Фомин хыççăн издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редактор пулса Б.В.Мишкин ĕçленĕ, унтан – И.М.Саландаев. Халĕ типографи çук ĕнтĕ.

Типографире тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ работниксене те палăртса хăварни вырăнлă пулĕ: В.П.Кошкин, А.А.Юманов, М.Т.Абсалямов, Е.К.Падиарова, М.А. Смирнова (Исаева), Н.Куликова, А.Н.Падиарова, Е.А.Бараева, Л.А.Бараев (Виçпÿрт Шăмăршă), В.И.Кудряшова, М.М.Гурьянова, Е.И.Давыдова, З.П.Шамеева, Т.А.Шамеева (Çĕнĕ Шăмăршă), Г.Ф.Кирпичникова, Л.Г.Борисова, Г.Г.Антонова (Энтĕрьел), Н.Маштакова, М.В.Ельцова (Кивĕ Шăмăршă), Е.И.Иванова, Л.Г.Григорьева, Ф.Краснова (Шăмăршă), В.Брусова, Н.Кузьмина, И.Дюкина (Патăрьел районĕ) т.ыт.те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика