Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăç никĕсне хываççĕ, илемшĕн тăрăшаççĕ

13 мая 2010 г.

Вăтам шкул йĕри-таврашĕ çу тăршшĕпех хитре чечексемпе, пăхса-тирпейлесе тăракан йывăç-тĕмпе илĕртет.

Илемшĕн тăрăшса, хальхи вăхăтра ачасем куллен шкул умĕнче ĕçлеççĕ. Эпĕ шкула пынă кун, ĕç учителĕ Н.Н.Батанов ертсе пынипе, 7-мĕш класри яшсем кĕреçесемпе садри улмуççисен таврашне кăпкалататчĕç, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр вăррисем акма çĕр чавса çемçететĕç.

Çак класри хĕр ачасем вара, шкулăн опытлă участокĕн заведующийĕ Г.В.Паймина ертсе пынипе, нумай çул ÿсекен чечексен тĕмĕсене кăпкалататчĕç.

– Опытлă участокра куллен ĕç вĕресе тăрать, тĕрлĕ классенчи ачасем пысăк хавхаланупа ĕçлеççĕ, – терĕ Галина Владимировна. – Çитес тухăç никĕсне хывса участокра тĕрлĕ культурăсен вăррисене акса хăвартăмăр. Пахча-çимĕçсем шкул столовăйне тĕрлĕ блюдăсемпе, паха витаминсемпе пуянлатма, апат хакне йÿнерех тума май парĕç. Пĕрлех тĕрлĕ чечексен вăррисене те акрăмăр. Шкул садĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Улмуççисен вуллисене шуратнă, çăра ÿссе йÿпленнĕ тураттисене касса сайратнă.

Сад умĕнче вара хĕрсем евĕр яштака хурăнсем ÿсеççĕ. Çамрăк хурăнсем çулçисемпе хитрен шĕпĕлтетсе, вуллисемпе илемлĕн ухăнса ачасене вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлеме ăнăçу суннăн туйăнаççĕ...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика