Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр манăçми Аслă Çĕнтерÿ

13 мая 2010 г.

Ĕмĕр манăçми Аслă Çĕнтерÿ

ÇĔРШЫВ историйĕнчи манăçми çутă та сăваплă кун мĕн чухлĕ аяккарах кайса пырать, унăн пĕлтерĕшĕ çавăн чухлĕ ÿснĕн туйăнать. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерÿ тунăрăнпа 65 çул çитни – пирĕн патшалăх вăйĕпе хăвачĕн, фронтра çапăçнисен, çĕнтерĕве тылра туптанисен паттăрлăхĕн, вĕсем хăйсене хĕрхенменнин тĕслĕхĕ.

Районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи инкек кÿмен çемье çук. Эпир çапăçу хирĕсенчен таврăнман ентешĕмĕрсене, тылра Çĕнтерĕве туптанă ырми-канми ĕçченсене ĕмĕр асра тытса пурăнатпăр.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине районти кашни ялтах чаплăн уявларĕç. Пур çĕрте те вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умĕнче митингсем иртрĕç, фронтовиксемпе тыл ветеранĕсем çинчен ăшă сăмахсем каларĕç.

Шăмăршăра уява çĕр-çĕр çын хутшăнчĕ, аслă урампа районти шкулсенчи кадетсем чăн-чăн çар çыннисем пек илемлĕн утни, кăкăр тулли орден-медальсем çакнă вăрçăпа тыл ветеранĕсем савăнăç куççулĕ витĕр пĕр-пĕрне саламлани чуна хумхантарчĕ.

Çĕнтерÿшĕн пирĕн хаклă тÿлеме тивнĕ. Шăмăршă районĕнчен вăрçа кайнă 5100 ытла çынран çурри килĕсене таврăнайман. Митинга хутшăннисем вăрçăра вилнисене тата киле таврăнсан вăхăтсăр çĕре кĕнисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.

Вăрçăпа тыл ветеранĕсене чечек çыххисемпе, сăвă-юрăпа чысларĕç, хăна турĕç.

Çĕре çити тайма пуç сире, хаклă ветерансем! Çирĕп сывлăх, нумай çул пурăнма, тăнăçлăх тата телей сунатпăр! Эпир вара сирĕн шанăçăра тÿрре кăларма, Çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕн шанчăклă мăнукĕсем пулма тăрăшăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика