15 мая 2010 г.
«ПУЛТАРУЛЛĂ ачасем» программăпа килĕшÿллĕн, районта «Çулталăк вĕренекенĕ-2010» конкурс иртнĕ, унта шкулсенчи чи лайăх 15 вĕренекен хутшăннă.
Вĕренекенсен 2009-2010 çулхи çитĕнĕвĕсене кăтартакан портфолио-папкăсене тишкерсе тухса, комисси аслăрах çулхисем хушшинче («Йывăрлăхсем витĕр – çăлтăрсем патне» номинаци) Палтиелĕнчи вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Айсылу Азизова 99,5 балл пухса çĕнтернĕ тесе йышăннă. Аслăрах çулхисем хушшинче район эрудичĕн ятне Шăмăршăри вăтам шкулти Алсу Басырова, вăтам çулхисем хушшинче çак шкулти Анна Ефимова тивĕçнĕ.
«Çĕкленекен çăлтăр» номинацире Чукалти тĕп шкулăн 7 класĕнче вĕренекен Анастасия Заказовапа никам та танлашайман. Виçпÿрт Шăмăршăри тĕп шкулăн 8 класĕнче вĕренекен Мария Семенова «Творчество личноçĕ» номинацире, Шăмăршăри вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Анатолий Хафизов «Спорт тÿписем патне» номинацире çĕнтернĕ.
Лауреатсене район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Дипломĕпе тата укçан преми парса чыслаççĕ.