15 мая 2010 г.
ÇИЛЛĔ те типĕ çанталăк ял çыннине хăратмаллипех хăратать. Ăнсăртран вут тухас пулсан инкекĕ çав тери пысăк пулма пултарать. Акă, çак уйăхра кăна пирĕн ялта тăватă хутчен пушар тухма тытăнчĕ. Юрать-ха, ял çыннисем вăхăтра сиссе вута çийĕнчех сÿнтерме пултарчĕç.
Сăлтавĕ – çынсен тимсĕрлĕхĕнче. Кĕтÿçсем çырма хĕрринче кăвайт чĕртнĕ – вут сарăлса ялах çитнĕ. Ача-пăча турпас тивертсе янă – пушар тухас хăрушлăх тухса тăнă. Çамрăксем ял хĕрринче эрех ĕçсе ларнă – сÿнтермен пирус тĕпне пула пĕлтĕрхи курăка вут хыпса илнĕ. Масар çинче те вут чĕртме хăрамаççĕ.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Ачăрсене вут-кăварпа, шăрпăкпа выляма юраманни çинчен хытă асăрхаттарăр, вĕсене куçран ан вĕçертĕр! Çу кунĕсенче, хула ачисем яла килсен вут-кăвар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк.
Çитĕннĕ çынсен те çиллĕ çанталăкра вут-кăварпа çав тери асăрхануллă пулмалла. Инкек юнашарах çÿрет, пĕтĕм пурлăх çунса кĕле çаврăнма пултарать.
Шел пулин те, юлашки çулсенче çурт умĕсенче шыв пичĕкисем те вырнаçтармаççĕ, пушара хирĕç кĕрешмелли ансат хатĕрсем те тытмаççĕ. Ку енĕпе ял поселенийĕн администрацийĕ те çирĕп ыйтмасть.
Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, районти пĕр ялта та каçхи хурал йĕркелемен. Çур çĕр варринче, çынсем çывăрнă чух пушар тухсан халăха кам систерĕ;
Вут-кăвартан сыхă пуласси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Çавăнпа та тĕрĕс сăмах каланăшăн мана çиленме кирлĕ мар, çу кунĕсенче пурин те питех те асăрхануллă пулмалла.