15 мая 2010 г.

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Мускавра Аслă Çĕнтерÿ салючĕн залпĕсем кĕрленĕ. Анчах та пирĕн çарсен хăш-пĕр чаçĕсемшĕн вăрçă вĕçленмен пулнă-ха – вĕсем Прибалтика тăрăхĕнчи бандитсен ушкăнĕсене тĕп тăвассишĕн çапăçнă. Иккĕмĕш Прибалтика фрончĕн (командующийĕ арми генералĕ Еременко) йышне кĕнĕ НКВД çарĕсен 240-мĕш полкĕ ытти чаçсемпе пĕрле Латвири бандитсемпе кĕрешнĕ. Çак полкра Энтĕрьел çынни Александр Любимов хĕрлĕармеец та çапăçнă.
1943 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче Александр Любимов тата 1926 çулта çуралнă юлташĕсем – Александр Шуряков, Николай Филиппов, Василий Шигарев, Петр Сетнеров, Николай Платонов тата Павел Горбунов фронта кайма повестка илнĕ (вĕсем пурте сывă таврăннă, чылайăшĕ аманнă). Пĕрлех Петр Большакова, Иван Антонова, Василий Ванюшина та çар комиссариатне чĕнтернĕ пулнă, анчах виçисем нормăран каярах пулнипе вăхăтлăха килĕсене янă (кайран вĕсем фронта кайнă, шел, çапăçу хирĕсенчен тухайман).
– Малтан пире Вăрнарта çар ĕçне вĕрентрĕç, – калаçăвне малалла тăсать Александр Григорьевич. – Декабрĕн 5-мĕшĕнче Çар Присяги тытрăмăр. Кун хыççăн эшелонпа Мускав облаçĕнчи Люблино хулине ăсатрĕç. 1944 çулхи февральте НКВД çарĕсен 240-мĕш полкĕн йышĕнче иккĕмĕш Прибалтика фронтне – Латвие ăсатрĕç. Хамăр район çыннисемпе – Тури Чаткасри Николай Сайкинпа тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи Михаил Никитинпа пĕр ротăнах лекрĕмĕр. Тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсемпе офицерĕсене малти позицисенчен лагере ăсатмалли пункта ăсатса тăрасси пирĕн полкăн тĕп тĕллевĕ пулнă. Пĕрлех тăшманран ирĕке кăларса пынă ял-хулара йĕркелĕхе пăхса тăрасси, патруль çÿресси те пирĕн тивĕçчĕ. Пленри тăшмана малти позицисенчен илсе тухнă чухне артиллери снарячĕсем, бомбăсем юнашарах ÿксе çурăлнине те сахал мар курнă. Тепĕр ротăра службăра тăнă Петр Денисов взрыва пула йывăр аманчĕ, контузи илчĕ. Ăна госпитале ăсатрĕç.
Александр Любимов хĕрлĕармеец вилĕмрен икĕ хутчен хăтăлса юлнă. Пĕррехинче вăл юлташĕсемпе пĕрле тăнă вырăнтан ик-виçĕ утăмра çĕре артиллери снарячĕ пырса тăрăннă. Темле сăлтава пула снаряд çурăлман. Тепрехинче рота командирĕ Хватов лейтенант Энтĕрьел каччине уй-хире пахча-çимĕç кăларма янă. Вăл таврăннă та... хăйĕн отделенийĕ пурăннă çурт вырăнĕнче кăмрăк-тĕтĕм йăсăрланса тăнине курнă. «Кĕпепех çуралнă пулĕ эсĕ, Любимов, – тенĕ ăна ротнăй. – Эсĕ кайсанах тăшман орудисенчен пеме пуçларĕ. Пĕр снаряд шăпах сирĕн çурт çине ÿкрĕ. 10 салтакран пĕри те чĕрĕ юлман...»
1945 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Латвин юлашки хулине – Либавăна ирĕке кăларма 240-мĕш полк та хутшăннă. Любимов хĕрлĕармеец службăра тăнă ротăра çухатусем те пулнă.
Полка Латвири бандитсене тĕп тума хăварнă. Бандитсем совет салтакĕсен тата милиционерсен формисене тăхăнса пирĕн боецсемпе офицерсене вăрттăн вĕлерсе çÿренĕ. Чаçри салтаксем Маюполь хулин таврашĕнчи хуторсенче патруль çÿренĕ, постра тăнă, хăш-пĕр чухне тăшманпа хире-хирĕç тăрса çапăçнă.
Пĕр çулталăкран, бандăсен юлашкийĕсене аркатнă май, полка салатса янă, салтаксемпе офицерсене тĕрлĕ чаçсене ăсатнă. Александр Любимов рядовой Минскри 132-мĕш стрелковăй полка лекнĕ. 1950 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен çак чаçра службăра тăнă хыççăн демобилизаци йĕркипе киле таврăннă, мирлĕ ĕçе пуçăннă.
Шăмăршăри çыхăну уйрăмĕнче пĕр улшăнми 22 çул монтерта тăрăшнă Александр Григорьевич, кайран «Шемуршинский» совхозра рабочи пулнă, фермăра вăй хунă. 1986 çултанпа – тивĕçлĕ канура.
Мăшăрĕпе, Евгения Анисимовнăпа, 3 ывăлпа (вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ) пĕр хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ (49 çул пĕрле пурăннă хыççăн арăмĕ 11 çул каялла çĕре кĕнĕ). 4 мăнукпа вĕсен 3 ачи Александр Григорьевича тулли савăнăç кÿрсе тăраççĕ.
А.Г.Любимовăн иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕ, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медалĕсем çумне нумаях пулмасть «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул» юбилей медалĕ хутшăнчĕ.