Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут хĕвел пек йăлтăртатать ун ячĕ...

15 мая 2010 г.

Çут хĕвел пек йăлтăртатать ун ячĕ...

КАМ та пулсан вун çичĕ çултах пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтермелле чаплă поэма хайлама пултарĕ-ши паян; Темле çав... Аякри Пушкăртстанри Слакпуç ятлă чăваш ялĕнче кун çути курнă Константин Васильевич Иванов вара шăпах 17 çулта, паян аллăна яхăн халăх чĕлхине куçарнă «Нарспи» поэма йĕркисене шăрçаланă, чăваш литературине тĕнче умне кăларнă.

Вилĕмсĕр поэтăмăр çуралнăранпа кăçалхи майăн 15-мĕшĕнче шăпах 120 çул çитет.

1996 çулхи июнь уйăхĕнче хама К.В.Иванов çĕршывне кайса курма телей пÿрнишĕн эпĕ çав тери савăнатăп.

... Слакпуç Слак шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ту хĕрринчен шарласа юхакан çăл куçсен шавĕ вуншар шыв арманĕ ĕçленĕ пек илтĕнет. Вĕсем валаксем тăрăх шăнкăртатаççĕ. Юпленсе ÿснĕ ват йăмрасем питех те илемлĕ. Акă, кĕвентеллĕ çамрăк хĕр валак патнелле шыв ăсма анать... Нарспи, Нарспи, эсĕ-ши;

Малтанхи кунах Силпи улăхне кайса куртăмăр. Инçех те мар, çумрах, вăрман. Вăрман витĕр тухсан, аякра, тата та çÿлĕрех тусем курăнаççĕ. Çыран хĕрринче авалхи пÿрт вырăнĕсем палăраççĕ. Кунта ĕлĕк-авал Силпи ялĕ вырнаçнă пулнă. К.В.Иванов «Нарспи» поэмăра çак вырăна питех те витĕмлĕ сăнласа кăтартнă.

Слакпуç ялĕн историйĕпе пире ватă учитель Г.Г.Макаров тĕплĕн паллаштарчĕ. Гурий Герасимович ырми-канми тăрăшнипех 1940 çулта Слакпуçĕнче К.В.Ивановăн çурт-музейне уçнă. Унти пĕрремĕш экспонат поэт хăй аллипе ăсталанă кĕнеке шкапĕ пулнă. Хальхи вăхăтра музей самаях пуян, кунта чăн документсемпе Кĕçтентти усă курнă япаласем типтерлĕн упранаççĕ.

Слакпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Д.А.Макаров çапла пĕлтерчĕ: ялта пурĕ 168 килĕ, 670 çын пурăнать, вăтам шкулта 112 ача пĕлÿ пухать. Ачасем чăвашла вулама-çырма аван пĕлеççĕ. Вырăнти К.В.Иванов ячĕллĕ хуçалăх Белебей районĕнче малтисен шутĕнче.

Сăмахăма каллех Константин Васильевичăн пултарулăхĕ çине куçарам-ха. Хăйĕн кĕске пурнăçĕнче поэт-лирик мĕн чухлĕ произведени çырман-ши; «Нарспи» поэмăсăр пуçне «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм», «Хĕр» юмахсем, вун-вун сăвă... К.В.Иванов М.Ю.Лермонтовăн нумай хайлавне чăвашла куçарнă. «Чăваш букварьне» хатĕрлесе кăларма хутшăннă тата ун валли ÿкерчĕксем те хăех ăсталанă. Ялти чăваш шкулĕсем валли кирлĕ кĕнекесене чăвашла куçарса кăларас ĕçе хутшăннă...

К.В.Иванов – нумай енлĕ талант. Вăл ăста художник та, скульптор та, прозаик та. Паллашатăн та унăн пултарулăхĕпе, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: ăçтан кăна çакăн чухлĕ ĕç тума вăй-хал çитернĕ-ши;

... СЛАКПУÇĔНЧЕ, вилĕмсĕр поэтăмăрăн вил тăприйĕ умĕнче пуçа тайса тăнă чух чĕрере çакăн пек йĕркесем çуралчĕç:

Çут хĕвел пек йăлтăртатать яту,

Эс пирĕншĕн – телей те юрату.

Çывăр лăпкăн, хаклă Кĕçтенттин –

Ĕмĕрĕ вăрăм пулĕ чăваш чĕлхин!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика