15 мая 2010 г.
МĔН кăна курман-ши, тÿсмен-ши манăн хуняма; Вăл, Александра Федоровна Гладкова, 1928 çулхи кĕркунне Çĕнĕ Шăмăршăра кун çути курнă. Санькка – Елинккапа Хĕветĕр Захаровсен аслă хĕрĕ. Шкулта нумаях вĕренмен пулин те, тавçăруллă, анлă тавра курăмлă хĕрача пулнă вăл, пĕлÿ патне туртăнаканскер, çамрăклах ашшĕне хут ĕçĕнче пулăшнă. Хĕветĕр малтан ял Советĕнче агент пулса, каярахпа «Новая деревня» колхозра бригадирта ĕçленĕ.
Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕни Саньккан малалла вĕренес ĕмĕтне татнă.
Вăрçă пуçланнă кун хĕрача Хурăнварта, тăванĕсем патĕнче хăнара пулнă. Ашшĕпе пĕрле киле таврăннă чух вĕсем çынсенчен чĕрене çуракан çак усал хыпара илтнĕ...
Саньккан ашшĕ 1942 çулхи январьте фронта тухса кайнă. Вăхăт нумаях та иртмен – тепĕр икĕ уйăхранах Федор Александрович Захаров патăррăн пуç хуни çинчен киле хура хут килнĕ. Хĕрача амăшĕн пулăшаканĕ те, тĕрекĕ те пулса тăнă: вăрçă Саньккана хăвăрт аслăлантарнă.
Вăрçă çулĕсене аса илсен, хуняман кашнинчех куççуль тухать.
– Халь самана йывăр тетпĕр, – пуçлать вăл калаçăвне. – Шурă çăкăр çиетпĕр. Эпир ача чух салмана та ыраш çăнăхĕнчен çăрнă. Ăна та пулин тăраниччен çиеймен.
Кивĕ Кахăрлă патĕнче вар пурччĕ. Унта пире, çамрăксене, тырă вырма яратчĕç. Вун тăватă çула пуснăччĕ ĕнтĕ эпĕ ун чух. Анне пĕррехинче ман пата пилĕк çул кĕçĕнрех Нина йăмăкăма салма яшки леçме янă. Тÿсеймен пĕчĕкскер: çыран хĕррине ларнă та, пĕтĕм салмана çисе янă – ман пата тăрă шÿрпе çеç йăтса пычĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ: унăн та çиесси килнĕ...
Вăрçă хыççăн, 1948 çулта, хуняма ялти ытти çынсемпе пĕрле Мускав çывăхĕнчи Воргаша торф кăларма кайнă, Çĕнĕ Шăмăршăран Канаша çити икĕ талăк çуран утнă.
1950 çулхи май уйăхĕнче Санькка Виçпÿрт Шăмăршă каччипе – Михаил Терентьевич Гладковпа çемье çавăрнă. Пĕр-пĕрне юратакан мăшăр нумай çул тăван колхозра, выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçленĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире пулсан та пĕр хăнăхнă ĕçрен уйрăлма васкаман вăл, кунтах тата ултă çул ĕçленĕ.
Александра Федоровнапа Михаил Терентьевич пилĕк ывăлпа икĕ хĕр çуратса пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хуняман халĕ вун ултă мăнук, вĕсен ачисем – тăваттăн. Пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна, вырăс кинĕсем те чăн чăвашла «анне» тесе чĕнеççĕ.
Ĕçри хастарлăхшăн тĕрлĕ наградăсемпе хаклă парнесене те тивĕçнĕ вăл. Тăххăрмĕш теçеткепе пырать пулин те ĕçсĕр ларма пултараймасть Александра Федоровна: картиш тулли сурăх усрать, кашни çулах тухăçлă çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтерет.