Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа илем юнашар

15 мая 2010 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Евгения Алексеевна Степанова, çичĕ теçеткерен иртнĕ пулин те, аллине йĕп тытма пăрахмасть. Иртен пуçласа каçчен шур пире хĕрлĕ, сарă, кăвак çипсемпе илемлетет. Çитменнине тата куçлăхсăрах.

«Тĕрĕ – пурнăç илемĕ, чун йăпанăвĕ маншăн, – тет Евкен аппа. – Пĕтĕм кун-çулăма унпа ирттертĕм. Çав тери юрататăп ал ĕçне».

Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнăскер, хавхаланăвне тĕрĕре тупнă. Хăй кăна мар, ачи-пăчи те ал ĕçне кăмăллать. Пилĕк тĕпренчĕкне пĕчченех çитĕнтерме тивнĕ унăн, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хĕрĕсем амăшĕ пекех пултаруллă, аллисенчен йĕппе çип ямаççĕ. Кÿкеçре пурăнакан Аля вара тĕрĕсĕр пĕр кун та пурăнаймасть. Ал ĕçне килĕштерни Степановсен ăруран ăрăва тăсăлать тесен те йăнăш мар. Евкен аппан мăнукĕсем те тĕрĕ-эреше кăмăллаççĕ. «Ывăлăм Володя та çамрăк чухне кавир тĕрлерĕ, – малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. – Мăнукăм Андрей та шкултан килсен манпа юнашар ларать, хаваспах йĕппе çип тытать».

Алса-чăлха, эрешлĕ тутăр çыхма та юратать Евгения Алексеевна. Вĕсене вара пĕлĕшĕсене, тăван-пĕтенне парнелет. Ял хĕр упраçне тупра пухма та пулăшать вăл. Чăн та, юлашки вăхăтра хулара çеç мар, ялта та хĕрсем ал ĕçĕпе аппаланмаççĕ. Çавна май вĕсене качча кайма ал шăлли е ытти хатĕр-хĕтĕр тĕрлесе парать. Çакнашкал тупра хăйĕн темиçе арча упранать.

Хальхи вăхăтра Евкен аппа кĕçĕн ывăлĕн, Володьăн, çемйипе пурăнать. Кинне питĕ хисеплет. «Ачасемпе мухтанатăп, – тет кинемей савăнса. – Лайăх пăхаççĕ мана. Çавăнпа ал ĕç тума та вăхăт тупăнать».

Ăста патне вĕренме çÿрекен те пур: К.Исаевăпа Л.Измайлова тăтăшах пыраççĕ, тĕрĕ-эреш вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ.

«Пурнăçра ытларах чечексем юрататăп. Çавăнпа та шурă пир çине те вĕсене сăнарлатăп», – пĕлтерет Е.Степанова. Чăн та, кил-çурчĕ музей тейĕн – пур çĕрте те тĕрĕ. Кашнийĕнчех – чечек. Çуллахи улăха аса илтерет.

Евкен аппа пир çине сăнарланисĕр пуçне чечек çитĕнтерме те кăмăллать. Чÿрече анисем çинче шăкăрин лараççĕ. Çулла вара пахчана илем кÿреççĕ. 73 çулти кинемей пурнăç илемне туйма пĕлни савăнтарать. Чун йăпанăвĕпе ĕмĕрне ирттернĕскер паян та юратсах тĕрлет. Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать, çĕвви шăрçа пек пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика