19 мая 2010 г.
РАЙОН пуçлăхĕ В.П.Фадеев кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнче Шăмăршăра ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй-2010 ирттересси çинчен йышăну кăларнă. Кăçалхи уява Аслă Çĕнтерÿ 65 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул тултарнине, Учитель çулне тата çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнине халаллаççĕ.
Акатуй кунĕнче Шăмăршăри ипподромра лаша спорчĕн уявĕ те иртĕ.
Уяв ирттерме 25 çынран оргкомитет туса хунă, унăн председателĕ пулма район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне В.Н.Никифорова çирĕплетнĕ.
Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене уява илемлĕ пултарулăх коллективĕсене тата спортсменсене илсе килессине йĕркелеме, çавăн пекех пĕчĕк Акатуй уявне ял поселенийĕн территорийĕнче ирттерме сĕннĕ.