Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн сахал пурăнатăн, арçын

19 мая 2010 г.

... ĔÇЛЕМЕ ÿркенмен, шÿте юратакан арçынччĕ вăл. Утса мар, чупса çÿретчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухма çулĕ çитнĕччĕ пулин те ĕçрен кайманччĕ, ачисене пулăшас тесе тăрмашатчĕ. Çак арçын çут тĕнчерен уйрăлнă тенине илтсен малтан питĕ тĕлĕнтĕмĕр: епле-ха, нумаях пулмасть çеç курнăçнăччĕ-çке, йĕркеллех калаçнăччĕ; Чĕри чирлĕ пулнă иккен мăнтарăнăн. Çемйишĕн тăрăшаканскер çакăн пирки никама та каламан, тухтăрсенчен те пулăшу ыйтман...

Çапла, пирĕн арçынсен ĕмĕрĕ вăрăм тееймĕн. Чăваш Енри кăтартусене тишкерес тĕк çакă паллă: этемлĕхĕн вăйлă çурри вăтамран – 61, черчен çурри вара 74 çул пурăнать. Ялти арçынсен ĕмĕрĕ тата кĕскерех – 57 çул. Унти пурнăç çăмăлах пулманни, ĕç нумаййи те витĕм кÿрет ахăртнех. Тĕпрен илсен вĕсем çак сăлтавсене пула вилеççĕ: юн çаврăнăшĕн тытăмĕн, сывлав органĕсен тата шыçă чирĕсене, тулаш сăлтавĕсене пула. Çул çинчи инкексене, наркăмăшланнине тата хăй çине алă хунине пула пирĕнтен яланлăхах уйрăлакан та сахал мар. Арçынсен вилеслĕхĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. 2000 çултипе танлаштарсан ку кăтарту 7,1 процент ÿснĕ. Çакă та паллă: ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрех çут тĕнчерен уйрăлнисенчен 80 проценчĕ – этемлĕхĕн вăйлă çурри. Çавăнпа тăлăха юлнă арăмсен, çемье çавăрма мăшăр тупайман хĕрсен йышĕ пĕчĕк марринчен тĕлĕнме кирлех-ши; 2002 çулта иртнĕ халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Раççей ри хĕрарăмсен шучĕ арçынсенчен 10 миллион пысăкрах.

Тĕрĕссипе, çут тĕнчене арçын ача ытларах килет. Çулсем иртнĕçемĕн вара этемлĕхĕн вăйлă çуррин шучĕ чаксах пырать. Калăпăр, 5-9 çултах арçын ачасен вилеслĕхĕ хĕрачасеннинчен пысăкрах.

Арçын сывлăхĕ, чирлеслĕхĕ тата вилеслĕхĕ биологи тата социаллă факторсенчен килет. Яшсемпе хусахсем, авланнă çынсем хăрушлăх кăларса тăратакан профессисене хĕрарăмсемпе танлаштарсан ытларах суйлаççĕ. Унсăр пуçне вĕсем сывă пурнăç йĕркине питех кăмăлламаççĕ: эрех-сăра ĕçеççĕ, пирус туртаççĕ, наркотиксемпе иртĕхеççĕ. Çак йăласем нумай йывăрлăх çуратаççĕ. Кашни пиллĕкмĕш вилĕм эрех-сăрапа иртĕхнипе çыхăннине палăртаççĕ специалистсем. Çул çитмен çамрăксем çакăнса вилесси вĕсем е хайхискерсен ашшĕ-амăшĕ хаяр шĕвекпе туслашнинчен те килет. Арçынсем хăйсем çине алă хурасси, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, 5,1 хут пысăкрах.

Пирус туртни те тĕрлĕ чир-чĕр çуратать. Тĕпчевсен кăтартăвĕсем тăрăх, шкул ачисен 31 проценчĕ «йытă çимен апата» çăварне хыпать. Чăваш Енре ачасем вăтамран илсен 11 çултах çак йăлапа туслашаççĕ. Арçын ачасен – 15, хĕрачасен вара 10,7 проценчĕ пирус кунсерен туртать.

Арçынсем, хĕрарăмсемпе танлаштарсан, тухтăрсем патне икĕ хут сахалрах каяççĕ. Хăшĕсем 5-10 çул таранчченех сывлăхне тĕрĕслеттермеççĕ. Унтан-кунтан ыратсан та «Хăех иртсе кайĕ-ха» текелеççĕ, чир аптратсах çитерсен тин пульницăна утаççĕ. Чире шала кайсан мар, пуçламăш тапхăртах сипленсен аван. «Арçынсем хăйсем вăйсăрлăхне палăртасшăн мар. Вĕсем пулăшу ыйтма юратмаççĕ тата пĕлмеççĕ», – çирĕплетеççĕ социологсемпе психологсем. Сывлăх хавшани вара, хăвăрах пĕлетĕр, тулли хăватпа ĕçлеме чăрмантарать, çемьери çынсене те кулянтарать. Арçынсен репродукци сывлăхĕ пит чаплах марри те шухăшлаттарать. Пĕр мăшăра пĕлетĕп. Вунă çул ытла пĕрле пурăнаççĕ пулин те ача-пăча сасси илтĕнмест вĕсен пÿртĕнче. «Тухтăрсем патĕнче темиçе хут та тĕрĕслентĕм. Манăн пурте йĕркеллех пулнине систереççĕ вĕсем, айăпĕ упăшкара пуль теççĕ. Анчах та мăшăрăм пульницăна пачах та каясшăн мар, «Сывă çын эпĕ», – тет. Пĕр-пĕр тăлăха усрава илесси пирки илтесшĕн те мар, çакна ют çын ачине пăхасшăн пулманнипе çыхăнтарать. Манăн пĕр-пĕр пепкене хамăрăн хÿтте илес килет», – пăшăрханăвне пытармасть кил хуçи арăмĕ. Пирĕн республикăра мăшăрсен 19 проценчĕ ачаллă пулаймасть. Çакăншăн чылай чухне хĕрарăма çеç айăплама тăрăшаççĕ. Статистика вара çапла çирĕплетет: çемьене «аист вĕçсе килменнишĕн» 40 процентĕнче – арçын, 20 процентĕнче вара упăшки те, арăмĕ те айăплă («хутăш фактор» теççĕ ун пирки).

Паллах, арçын сывлăхне туххăмрах лайăхлатма май паракан меслетсем çук. Ку енĕпе вăрах вăхăта тăсăлакан социаллă политика кирлĕ. Чăваш арçынни мĕншĕн сахал пурăннине пĕлтĕр ЧР Патшалăх Канашĕнче те сÿтсе яврĕç, ЧР Министрсен Кабинетне республикăн «Арçын сывлăхĕ» тĕллевлĕ программине хатĕрлес ыйтăва пăхса тухма сĕнчĕç. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ку енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине те палăртрĕç.

Этемлĕхĕн вăйлă çурришĕн депутатсем, министерство-ведомство специалисчĕсем, тухтăрсем пăшăрханни савăнтарать паллах. Çапах та чи малтан арçынсем хăйсем сывлăхĕ пирки шухăшласан, упранма тăрăшсан аванрах. «Сывлăх вăл – пурлăх» тенине вĕсем те ан манччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика