Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ăшши ан сÿнтĕрччĕ нихçан

19 мая 2010 г.

ЭХ, вăхăт, вăхăт! Мĕнле хăвăрт шăвать вăл малалла! Сисместĕн те, акă, ĕмĕр те иртсе кайнă иккен. Çаврăнса пăхатăн та каялла – ачалăхăн савăк вăхăчĕсем, çамрăклăх кунĕсем куç умне тухаççĕ.

Çĕр çинче пурнăç пĕрре çеç килет, çав пурнăçра тем те туса ĕлкĕрмелле. Тыр-пул туса илмесĕр, çурт лартмасăр, вăрман касмасăр пурнăç урапи çине ларас çук, анчах çак урапа та пĕр тикĕс пымасть. Ĕç çыннине пуç таяр, çынна хисеплеме пĕлер. Эсĕ таса хăватупа пурăнни ыттисене те савăнăç кÿтĕр, вăхăтна, вăйна хисеплемесĕр ĕçлени еткер ятне упратăр, хамăр хыççăн килес ăрусене ырă ят хушма пулăштăр, тата пикенсе ĕçлеме хĕтĕртсе тăтăр, çунат хушса çĕклентĕр. Шăпах çакăн пек шухăш-ĕмĕтпе, çак тĕллевпе пурăнса çитрĕ те ĕнтĕ хăйĕн 75 çулхи ĕмĕрне Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче 38 çул ĕçлесе, пĕчĕк ачасене ăс-тăн парса, пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшса пыракан пуçламăш классен учителĕ Лидия Сидоровна Романова (Уркова).

Лидия Сидоровна 1935 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Карапай Шăмăршă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çак вăхăтсем, чăнах та, çитĕнекен хĕршĕн савăнăç çулĕсем çеç мар. Çамрăклах йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Мĕн вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă, пур çĕре те çитме васканă, ĕçе, пурнăçа юратма вĕренмелле пулнă.

Пурнăç вара – питĕ кăткăс япала. Унăн канмалли вăхăчĕ çук, пĕр чарăнмасăр малаллах шăвать.

Эпир ун çинчен паян пĕлни вара ыран кивелме пултарать, кашни кун – малалла, кашни кунра – çĕнĕлĕх. Çамрăк хĕр Лидия ялти шкулăн 7-мĕш класне пĕтерсен Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Училищĕре вĕреннĕ çулсене нимĕнпе те танлаштарма çук. Тус-тантăшсемпе питĕ лайăх пурăннă, пĕр-пĕрне пур енчен те пулăшса пынă.

Лидия Сидоровна, 1957 çулта училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн, Асанкасси ялĕнче пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çур çул ĕçлесен ăна Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулне куçараççĕ. Çакăнта ĕнтĕ вăл мĕн ватăлса пенсие кайичченех вăй хурать. Педагогăн вĕрентÿри пултарулăхĕ аталанни, шкулта ĕçленĕ телейлĕ вăхăтсем...

Ăçта кăна ĕçлемеççĕ-ши Лидия Сидоровнан вĕренекенĕсем паян; Вăл ертсе пынă класс ачисем шкулта яланах туслăхпа, маттурлăхпа палăрса тăнă та, тăраççĕ те. Лидия Сидоровна урокĕсем яланах интереслĕччĕ, хăй евĕрлĕччĕ, темăсене яланах пурнăçпа çыхăнтарма тăрăшатчĕ, вăл яланах вĕртекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Тĕрĕслĕхпе чăнлăх, тăван çĕре юратма, хисеплеме, сыхлама чĕнекен пурнăç урокĕсем вĕсем.

1959 çулта Пăчăрлă Пашьелĕн маттур каччипе Валентин Степанович Романовпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Валентин Степанович та çак шкултах ачасене ĕç урокĕпе физика вĕрентнĕ. Туслă та килĕшÿллĕ çемье кил-йыша ÿстерсех пынă, тăватă ывăлне – Валерие, Славике, Юрике, Сашăна пурнăç çулĕ çине кăларасшăн пулнă.

Анчах çемьене сасартăк йывăр хуйхă пырса çапать. 1974 çулхи майăн 17-мĕшĕнче Валентин Степанович сасартăк пурнăçран уйрăлса каять. Лидия Сидоровна Таньăпа йывăр çын пулса юлать. Пĕчĕкçĕ хĕр пĕрчи хăйĕн ашшĕне кураймарĕ те. Валентин Степанович питех те хĕрача çураласса кĕтетчĕ, анчах кĕтсе илеймерĕ çав, хĕр пĕрчин савăнăçне кураймарĕ, унăн шăнкăрав пек сассине те илтеймерĕ...

Пурнăç инкекĕсем Лидия Сидоровнашăн çакăнпа çеç вĕçленмерĕç. Мĕнле чĕри тÿссе ирттернĕ-ши çакăн чухлĕ йывăр хуйха; Вăл Валерăна, Славике, Юрике çамрăклах юлашки çула ăсатрĕ. Пилĕк ачаран иккĕшĕ кăна тăрса юлчĕç – Сашапа Таня. Калама çук йывăр хуйха, инкеке тÿсме тиврĕ унăн хăйĕн пурнăçĕнче. Çапах та вăл чунне хытарса хăйĕн пурнăç çулне малаллах тăсать, икĕ ачине пур енĕпе те пулăшсах тăрать.

Хăш-пĕр çынна телее ытлашшипех те виçсе параççĕ пулĕ, çапла шутлать пурнăç шăпи пирки Лидия Сидоровна. Лидия Сидоровнăна вара пурнăç телей вырăнне инкек-суйхине ытлашши виçсе панă. Анчах пурнăçра шавах пуç усса ларнипе нимĕн те тăваймăн.

«Эпĕ хам ĕмĕре ачасене халалларăм. Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам, тăван ачасемшĕн пурăнам, вĕсемшĕн савăнам та хуйхăрам», – тет Лидия Сидоровна.

Лидия Сидоровна халĕ тивĕçлĕ канура. Вăл – ĕç ветеранĕ, ăна чыслă ĕçшĕн панă Мухтав хучĕсем те нумай. Тавах ăна ырă ĕçсемшĕн, пурнăçри хуйхи-суйхисене тÿссе ирттернĕшĕн, чăтăмлă пулнăшăн, пурне те сума сунăшăн .100 çул çеç мар, ытларах та пурăнма сĕнес килет. Ачу-пăчусенчен телей, сумлăх, юрату кур. Тăватă мăнукпа тата пĕр мăн мăнукпа савăнса пурăн, вĕсене çул урапи çине лартма пулăш. Вĕсем сана сум, чыс, хисеп кÿрччĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика