Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп çурт вучахне сÿнтермен

19 мая 2010 г.

Тĕп çурт вучахне сÿнтермен

САМАР патшалăх университечĕн химипе биологи факультетне пĕтерсе çак облаçри ялта 3 çул ĕçленĕ хыççăн, 1988 çулта, И.Р.Валиев хăйĕн кукашшĕпе кукамăшĕ патне – Палтиелне отпуска килнĕ.

– Вăхăтра килтĕн эсĕ, мăнукăм, – çурăмран пĕчĕк чухнехилле лăпкаса илнĕ ăна педагогика ĕçĕн ветеранĕ Л.Х.Хасянов. – Кукамупа питĕ кĕтетпĕр сана.

Çавра сĕтел хушшинче тутлă çимĕçсемпе, техĕмлĕ чейпе сăйланнă май, Лотфулла Хасанович хăй тахçантанпах калама хатĕрленнĕ сăмахне пуçланă.

– Эсĕ аннÿн тата кукаçупа кукамун профессине суйласа илни, пирĕн ĕçе малалла тăсни пире, паллах, питĕ савăнтарать, – васкамасăр калаçнă вăрçă участникĕ, орден-медаль кавалерĕ. – Ачасене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларасси – ăс парасси йывăр та пархатарлă ĕç. Эпир кукамупа иксĕмĕр пĕтĕм пурнăçа Палтиел шкулĕнче ĕçлесе ирттертĕмĕр. Сана эпир аннÿн çуралнă ялне таврăнса шкулта ĕçлеме, йăх тĕп килĕн вучахне сÿнме памасăр, ăна малалла хĕмлентерме сĕнетпĕр. Кукамупа иксĕмĕр çитмĕл пиллĕк урлă каçрăмăр ĕнтĕ. Пире, ватăсене, пăхакан та кирлĕ пулать малашне. Ялта ĕçчен те сăпайлă хĕрсем нумай. Вĕсенчен пĕрне кин туса хамăр кил-çурта илсе килсен питĕ аван пулĕччĕ. Телейлĕ кил-йыша мăнуксем хутшăнччăр, çурт ачасен сассипе тултăр.

Кукашшĕн – сумлă ветеранăн сăмахĕсем çÿллĕ те илемлĕ сăн-питлĕ йĕкĕте тарăн шухăша янă. Пысăк ял – Палтиел – Ирека пĕчĕкренех килĕшнĕ пулнă-ха. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи çар гарнизонĕсенче ÿснĕскер – унăн ашшĕ çар служащийĕ пулнă – çуллахи каникула тăтăшах амăшĕн çуралнă ялĕнче ирттернĕ вăл. Студент чухне те час-часах килнĕ. Çавна май урамри, ялти çынсенчен чылайăшне палланă.

Шутласан-шутласан, тĕрлĕ шухăшсен авăрĕнче çаврăнсан каччă ватăсен сĕнĕвне ăша хывнă. Ирек Рифкатович часах Палтиеле куçса килнĕ.

Малтанласа, Палтиелĕнчи вăтам шкулта учитель ĕçĕ пулманнипе, куллен Васана çÿренĕ, вăтам шкулта ачасене химипе биологи вĕрентнĕ. Хăйĕн предмечĕсене лайăх пĕлекен çамрăк педагога ачасемпе учительсем те, ял-йыш та хисепленĕ. Пултаруллă учителе часах директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Ирек Рифкатович шкулта ачасене чылайлăха асра юлакан мероприятисем чылай йĕркеленĕ.

1992 çулта вара И.Р.Валиев Палтиелĕнчи шкулта ĕçлеме пуçланă. Унăн химипе биологи урокĕсем яланах ачасемшĕн интереслĕ тата çÿллĕ методика шайĕнче иртнĕ. Çакна районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕсем темиçе хутчен те палăртнă. Пĕрлех шкулти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă учитель.

1995 çулта учитель пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ. Вăл ялти хитре те яштака пÿллĕ хĕрпе – Гузель Сабитовапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ, районти тĕп библиотекăра ĕçленĕскер, часах Палтиел шкулĕн библиотекарĕнче вăй хума пуçланă. Туслă çемьене, ватăсем ĕмĕтленнĕ пекех, мăнуксем – умлă-хыçлă 2 ывăл тĕпренчĕкĕ хутшăннă (педагогика ĕçĕн сумлă ветеранĕсен – Хасяновсен – йывăр тăприсем çăмăл пулччăр).

Кукашшĕпе кукамăшĕн çурчĕ кивелсе çитнĕ май, çамрăк çемье çĕннине лартма шутланă. Ĕç укçине перекетлĕ расхутласа, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраса – Валиевсем çуллен икшер вăкăр самăртса аш-какай комбинатне ăсатаççĕ – туслă та тăрăшуллă çемье строительство материалсем туянса-пухса пынă. Ĕнепе пăрусем валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Валиевсем килти пахчара çуллен ытлă-çитлĕ çĕр улми, выльăх кăшманĕ, тĕрлĕ пахча-çимĕç ÿстерсе çитĕнтереççĕ. Пахчана тислĕк нумай тăкнă май, вĕсен тухăçĕ те савăнтарать. Утă-улăм та кирлĕ чухлĕ хатĕрлет ĕçчен çемье. Хĕрÿ ĕçре ачисем те вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ.

1998-2008 çулсенче И.Р.Валиев Палтиел вăтам шкул директорĕн йывăр лавне туртнă. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама, вĕрентÿпе воспитани тата хуçалăх ĕçĕсене кирлĕ пек йĕркелесе пыма тăрăшнă Ирек Рифкатович. Учитель ĕçне куçсан, 2008 çулхи çу кунĕсенче çурт никĕсне хывнă, кирпĕчрен стенисене купаласа хăпартнă (çĕнĕ мунчапа хуралтăсене маларах тунă пулнă).

Çурт туса курнă çын лайăх ăнланать: строительство материалĕсем туянма, ăстасене ĕçшĕн тÿлеме укçа-тенкĕ питĕ нумай расхутланать. Палăртнă тĕллеве пурнăçлас, çĕнĕ çурта пурăнма куçас тĕллевпе çемье темиçе çул канăçа çухатса ĕçлет. Перекетлĕн тыткаланă ĕç укçи, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраса, аш-какай тата çĕр улми сутса тунă укçа-тенкĕ, банкра илнĕ ссуда пĕтĕмпех пÿрт валли тăкакланать. Çĕнĕ çурт тăвакансен расхучĕн пĕр пайне патшалăх хăй çине илни, паллах, сисĕмлĕ пулăшу пулса тăрать.

– Ялта çурт тăвакансене пулăшма Раççей Федерацийĕнче ятарлă программа туса хатĕрлени, вĕсене субсиди уйăрни патшалăхăн тимлĕхне çирĕплетет, – терĕ И.Р.Валиев. – Акă, 2009 çулта пирĕн çемье те строительство ĕçĕсене малалла тума субсиди илчĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса эпир пĕлтĕр пысăк çуртăн тăррине металл-черепица материалĕпе витрĕмĕр, пластикран тунă чÿрече рамисем вырнаçтартăмăр, газпа хутса ăшăтмалли система монтажларăмăр. Субсиди уйăрнăшăн эпир район тата ял поселенийĕн администрацийĕсен руководителĕсене чĕререн тав тăватпăр.

Çывăх кунсенчех Валиевсем платниксене тара тытса мачча-урай сартарасшăн. Кун валли материалсем çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кĕр енне çемье çĕнĕ çурта пурăнма куçма ĕмĕтленет.

Çапла, çине тăрсан, тăрăшсан, куллен хĕрÿ ĕçре çаврăнсан, ÿркенсе тăмасан йывăрлăхсене çĕнтерме, çутă ĕмĕте чăнлăха куçарма пулатех. Ирекпа Гузель Валиевсене килти хуçалăх ĕçĕсенче ывăлĕсем – вун виççĕри Маратпа вун пĕрти Ренат та пулăшаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика