19 мая 2010 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Ял хуçалăх министерствин Кÿкеçри вĕрентÿпе курс комбиначĕн Шăмăршăри вĕрентÿ класĕ ял хуçалăх специалисчĕсене сахал мар хатĕрлет. Унăн ертÿçи В.Кириллов каланă тăрăх, кăçал кăна кунтан 153 çын вĕренсе тухнă. Çитес вăхăтрах тата икĕ группа курсанчĕсем те профессиллĕ пулĕç.
Чи пысăк ушкăн – трактористсем. Маларах 14 çамрăк удостоверени илнĕ пулсан, халĕ – çирĕм пиллĕкĕн. Экзаменсем умĕн темиçе яшпа курса калаçма май килчĕ.
– Эпир Карапай Шăмăршăран, – терĕç В.Чугуновпа В.Исаев. – Шкул хыççăн таçта аякка каяс темерĕмĕр, кунтах вĕренме шут тытрăмăр. Тракторист профессийĕ – çĕрпе çыхăннăскер. Ялта çуралса ÿснĕ çыннăн ялтах, çĕр çинче ĕçлесе пурăнмалла.
Патирек каччин П.Севрюгинăн та çак шухăшах. Улмаллăра пурăнакан Д.Моисеев та малашнехи пурнăçне çĕрпе çыхăнтарасшăн. Салтакран таврăннăскер, служба вăхăтĕнче вăл, ахăртнех, тăван тăрăхшăн хытах тунсăхласа çитнĕ.
Шăмăршăра газоэлектросварщиксене те вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Кăçал çак ăсталăха çирĕм пилĕк çын алла илнĕ.
– Пур çĕрте те кирлĕ професси: ял хуçалăхĕнче те, строительствăра та, – хăйĕн пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илнине пытармасть Пăчăрлă Пашьелĕнчен килнĕ А.Иванюков. – Ĕçлес тесен, ĕç тупма пулать.
Сăмах май, унăн аслашшĕ те ĕмĕрĕпех «Аврора» колхозра тракторпа ĕçленĕ. Николай Иванович «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ. Ял туртăмĕ аслашшĕнчен мăнукне куçнинчен тĕлĕнме кирлех мар-тăр.
Кивĕ Шăмăршăри Д.Петровпа Пăчăрлă Пашьелĕнчи В.Воронцов çар служби хыççăн шăпах çак специальноçа суйласа илнине ырламалла кăна. Вĕсем хăйсемпе пĕр ÿсĕмри çамрăксене çапла чĕнсе калаççĕ:
– Ялах юлар, пурнăçа ял хуçалăхĕпе çыхăнтарар, асатте-асанне, атте-анне çĕрĕ çинчех çирĕп тымар ярар. Малашне пурнăç мĕнлерех пуласси пиртен те нумай килнине манар мар, асрах тытар.
Вырăнлă, ăслă сăмахсем.
Бульдозер машинисчĕсем пулма вĕренекенсем хушшинче те çамрăксем пур. Çак ăсталăха алла илме Энтĕрьелĕнчи М.Руссаков тата Улмаллăри П.Тимофеев мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ иккен, шкулта вĕреннĕ чух çыртарнă «Ÿссен эсĕ кам пуласшăн;» сочиненире те хăйсен ĕмĕт-шухăшне пытарман.
Юлашки вăхăтра котельнăйсене кăмрăкпа хутмаççĕ, кочегарсен (халĕ вĕсене газ хуранĕсен операторĕсем теççĕ ĕнтĕ) ĕçĕ чылай çăмăлланчĕ. Анчах çак ĕçе кашнинех шанса параймăн – тем пуласси пур. Апла пулсан, вĕренес пулать. Операторсене те кунтах хатĕрлеççĕ. Кăçал кăна, сăмах май, 28 çын экзаменсене ăнăçлă тытса удостоверенисем илнĕ. Çак йышра çамрăксем те пурри савăнтарать.
– Пирĕн патăмăрта вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ пысăк шайра, – терĕ юлашкинчен Шăмăршăри вĕрентÿ класĕн ертÿçи В.Кириллов. – Опытлă преподавательсем кашни занятиех теорие практикăпа çыхăнтарса ирттереççĕ. Шкул пĕтернĕ çамрăксем, салтакран килнĕ каччăсем, килĕр пирĕн пата, хăвăра килĕшекен профессие суйласа илĕр. Сăвăçла калас-тăк: ма таçта кайса çÿрес – Шăмăршăрах вĕренес!