19 мая 2010 г.
– ЯЛТА ĕç тем чухлех, – терĕ калаçу пуçламăшĕнчех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи С.Кузьмин. – Ÿркенмелле çеç мар. Çамрăксен те харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе яма шикленсе тăмалла мар. Çакнашкал çынсене пулăшма эпир яланах хатĕр.
Центр кăçал кăна харпăр-хăй ĕçне пуçарма районти 28 çамрăк çемьене 58 пин те 800-шер тенкĕ укçа парса пулăшнă.
Ял çыннисемшĕн, мĕн каласан та, хресчен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çывăхрах. Вунă çемье, акă, мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетме кăмăл тунă. Виçĕ çамрăк çемье вара çĕр улми çитĕнтерет. Хурт-хăмăр тытас текенсем те пур, ун пеккисем – ултă çемье. Тепĕр çемьен вара сурăхсемпе качакасен кĕтĕвĕ пур, виçĕ çемье ăратлă сыснасем усрать. Çакна палăртма кăмăллă: маларах асăннă 28 çамрăк çемьерен 26-шĕн ĕçĕ-хĕлĕ шăпах ял хуçалăхĕпе çыхăннă.
Ялсенче алă ăстисем, платник-столяр ĕçне кăмăллакансем те çук мар. Сăмахран, пĕр çемье йывăçран тĕрлĕрен япаласем хатĕрлекен пĕчĕк предприяти йĕркеленĕ. Вăл тĕрлĕ йышши алăксем, чÿрече рамисем тăвас тĕлĕшпе ĕçлет. Хăйĕн автотранспорчĕпе суту-илÿ ĕçне йĕркелесе ярас текене те пулăшусăр хăварман кунта – çак тĕллеве пурнăçа кĕртме субсиди уйăрса панă.
Савăнтаракан тепĕр тĕслĕх: кăçалхи май уйăхĕнче харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе ярас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра тата 48 çемье бизнес-плансем тăратнă, халĕ вĕсем субсиди илме документсем хатĕрлеççĕ.
«Вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтернĕ çамрăксене ăсталăха хăнăхма стажировкăна ярасси» программăпа килĕшÿллĕн пĕр çамрăк бухгалтера «Карлинская» агрофирма» ЗАОна, пĕр инженера «Коммунальник» МУПа ĕçе хăнăхма янă.
Центр шкул ачисемпе ĕçлессине те манăçа хăвармасть. Ку тĕлĕшпе вăл Шăмăршăри вăтам шкулпа икĕ, Васан ял поселенийĕпе икĕ, Карапай Шăмăршă шкулĕпе пĕр килĕшÿ тунă. Вĕренÿрен пушă вăхăтра ачасем урамсене, палăксене, тăван тавралăха тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ, ватă çынсене килти, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Ачасем уйăхра вăтамран пиншер тенкĕ ĕçлесе илни çемьешĕн те пулăшу.