Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Таса машина – чун уççи», - тет Павел Макаров предприниматель

19 мая 2010 г.

«Таса машина – чун уççи», - тет Павел Макаров предприниматель

МАЛАРАХ хулара тĕрлĕ ĕçре ăсталăх пухнă çамрăксем каялла яла таврăнни, хăйсен ĕçне йĕркелесе яни – ырă пулăм. Хулара ял çыннине вăл е ку предприяти уçма пĕрре те çăмăл мар – конкуренци ахаль те питĕ пысăк. Ялта вара ку тĕлĕшпе «уçман çерем» сахал мар. Шăмăршăрах, акă, халиччен автомойка çукчĕ. Шăмăршăра çуралса ÿснĕ П.Макаров пуçне ырă шухăш пырса кĕнĕ: «Çак ĕçе хам пуçарса яма вăй çитереймĕп-ши;»

Малтанласа иккĕленÿ те пулнă-ха. Анчах Павел – пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хатĕр çамрăк. Кăçалхи январь уйăхĕнче вăл унчченхи йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ комбинат территорийĕнче автомашинăсене çăвакан пункт йĕркелесе янă. Патшалăхран кивçен укçа илмесĕрех, хăйĕн вăйĕпе. Ĕçлеме пур условисем те çителĕклĕ кунта. Машинăсене çунă хыççăн тавралăх вараланас хăрушлăх та çук – канализаци системи шанчăклă ĕçлет.

Çулĕпе çамрăк пулин те, çынсем ăна ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ. Павел Федорович каланă тăрăх кунта, автомашинăсене çунисĕр пуçне, çĕнĕ технологипе, тĕрлĕрен аэрозольсемпе усă курса, салона та тасатса тирпейлеççĕ. Çавăн пекех двигательсене çăвассине те йĕркеленĕ, панельсене полировка тăваççĕ, автомашина кузовĕ çинче шыв тытăнса ан тăтăр тесе ăна ятарлă хутăшсемпе витеççĕ. Çакăн хыççăн кивĕ машина та çĕнĕ пекех курăнать. Кивелсе тĕссĕрленме пуçланă автопокрышкăсем те туххăмрах çĕнелеççĕ кунта, малтанхи пекех туйăнаççĕ.

– Уявсем, туйсем умĕн темиçешер машина тухать автомойка витĕр, – тет П.Макаров.

Тĕрĕс ĕнтĕ: хăнасем умĕнче камăн таса мар машинăшăн намăсланас килĕ; Килтĕн – нумай та кĕтмелле мар. Хакĕ те «çыртмасть». Ĕç пахалăхĕ те лайăх.

«Макаров» ЧП, автомойка тытса тăнисĕр пуçне, теплицăсем те хатĕрлет. Мĕнле виçелли кирлĕ – заказ пар та темиçе кунтан килсе ил. Хакĕсем – теплица калăпăшне кура. Пĕр шутласан, пахчаçăсемшĕн шăпах юрăхлă: кашни çул çĕннине тумалла мар – кунта хатĕрлени темиçе çула та çитет.

Уйрăм çын предприятийĕ вил тăприсем çине лартмалли картасем те тăвать. Çынсем вĕсене те ыйтаççĕ: вилнисем умĕнче хамăрăн сăваплă тивĕçе пурнăçласах пулать...

... ЭПИР калаçса тăнă хушăра автомойкăран çуса тасанă «Волга» тухрĕ, хĕвел çутинче йăлтăр-ялтăр çиçекенскер, туя васкарĕ. Черетре вара – тепĕр машина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика