Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васанти халăх музейĕ – 20 çулта

19 мая 2010 г.

ИРТНĔ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, Васанти вăтам шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ май, пĕр шухăшлă ачасене пĕрлештерсе краеведени кружокĕ йĕркелесе янăччĕ эпĕ. Районти тата республикăри краеведенипе çыхăннă викторинăсемпе конкурссенче темиçе хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăнăшăн, пирĕн ушкăна Йошкар-Ола, Ленинград тата Волгоград хулисене кайса курма турист путевкисем парса чысланăччĕ. Çакăнпа хавхаланса вара эпир те ялта музей уçма шутларăмăр. Тăватă çул хушши ялсем тăрăх çÿресе ĕлĕкхи япаласене пуçтартăмăр, ватăсемпе тĕл пулса ялсен историне, авалхи йăла-йĕркесене, чăвашсен упранса юлнă юрри-кĕввине çыра-çыра илтĕмĕр. 1990 çулхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вара, ял варринче юхăнса ларакан кивĕ шкул çуртне Васан ял Совечĕпе (председателĕ С.В.Ястребов) "Гвардеец" совхоз (директорĕ В.Н.Никифоров) тăрăшнипе тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн, Васанта историпе краеведени музейĕ уçăлчĕ. Çав çулхи ноябрь уйăхĕнчех ăна, экспонатсен пуянлăхне, экспозицисене тивĕçлă шайра йĕркеленине, халăхăн аваллăхне тĕпчесе пулас ăрусем валли сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттернине кура "Халăх музейĕ" хисеплĕ ят парса чысларĕç. Кĕске вăхăт хушшинчех Васанти музей республикăри чи лайăх краеведени музейĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлне районти, республикăри хаçат-журналсем, Чăваш телевиденийĕпе радио та час-часах анлăн çутатса тăчĕç.

Кам тата ăçтан кăна килсе курман-ши Васан музейне çирĕм çул хушшинче; Хамăр районта пурăнакан çĕр-çĕр ĕç çыннипе шкул ачисемсĕр, Чăваш Республикинчи ялсемпе хуласенче пурăнакансемсĕр пуçне, музейпа Совет Союзĕнчи, Раççейри вуншар регионсенчен, Франци, Финлянди, Турци, Болгари, США çĕршывĕсенчен килнĕ туристсем те чылайăн паллашнă.

Паянхи кун ялти музейра тăватă пÿлĕмри экспозицисене вырнаçтарнă виçĕ пине яхăн экспонат шутланать. Хальлĕхе пирĕн тăрăхра тата кÿршĕллĕ районсенчи ялсенче Васанти пек музей çук тесен те юрать. Тен, çавăнпах-и, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2002 çулта Васанти музейра пулса курнă хыççăн: "Республикăн чи аякри ялĕнче çакăн пек пуян та интереслĕ музей пулма пултарать тесе шутламан та эпĕ, çак ĕçе йĕркелекенсемпе тата музейпа паллашнă вăхăтра тĕлĕнтĕм те, савăнтăм та. Чăннипех те мухтанатăп эпĕ чăвашсен пултаруллăхĕпе!",– терĕ. Хăнасен кĕнеки çине тав сăмахĕсем те хаваспах çырса хăварчĕ.

Раççейри паллă эстрада юрăçи Татьяна Буланова та, 1997 çулта Шăмăрша хăйĕн концерчĕпе килсен, Васанти музейпе питĕ интересленсе паллашнăччĕ, чăваш хĕрĕсен шăрçаран тата кĕмĕл тенкĕсенчен тунă илемлĕ тухйине тăхăнса хăй валли асăнмаллăх сăн ÿкерчĕк те тутарнăччĕ.

Пирĕн музей хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăна мар, çак музей çумĕнче йĕркеленĕ ачасен фольклор ансамблĕ нумай çул хушши пултаруллă ĕçленипе те чапа тухма пултарчĕ. "Мерчен" те кăçал, музейпе пĕрлех, хăйĕн 20 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак вăхăтра ансамбль районти, республикăри, регионсем хушшинчи тата Пĕтĕм Раççейри ачасен пултаруллăх конкурсĕсемпе фольклор фестивалĕсенче темиçе хутчен те лауреат ятне çĕнсе илме пуларчĕ, Дипломсемпе Хисеп грамотисене, хаклă парнесене тивĕçрĕ. "Мерчен" республикăри ачасен фольклор ушкăнĕсенчен чи малтан "Халăх ансамблĕ" ята илме тивĕç пулчĕ. Хамăр тăрăхри ялсенче, республикăри нумай районта, Чĕмпĕр, Тутарстан, Тюмень, Чулхула, Удмурти тăрăхĕсенче, Мускав, Курск, Ульяновск, Ижевск, Шупашкар хулисенче ачасен ансамблĕ вун-вун хутчен хăйĕн пултаруллăхĕпе куракансене савăнтарнă. Шăмăрша килсе курнă Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ министрĕсемпе Патшалăх Думин депутачĕсене те, В.В.Путин Президента кĕтсе илме те "Мерчен" ансамбль тивĕçнĕ. Çакă мар-и-ха ачасен пултаруллăхне чăннипех те пысăка хурса хаклани, аслисен шанăçне тивĕçни;

Васанти халăх музейĕпе ачасен "Мерчен" халăх ансамблĕ хамăрăн авалхи кун-çула, халăх историне, ăруран-ăрăва тăсăлакан йăла-йĕркесене, юрă-кĕвĕсене, ташă-такмаксене сыхласа хăварса, çĕнĕрен вăй илтерсе, халăх хушшине кăларса малалла аталантарма, вĕсене пулас ăрусем валли сыхласа хăварма чăннипех те вăй-халне шеллемесĕр, мĕнпур чун-кăмăлтан вăй хурать, çак ĕçе малалла та мĕн пултарнă таран пурнăçлама тăрăшать.

Шел пулин те, паянхи саманара çÿлти пуçлăхсем ялти культура çине çиелтен çеç пăхни, халăх пултаруллăхне аталантарма çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрса парасси çултан-çул чакса пыни, ятарласа вĕреннĕ специалистсем культура сферинче ĕç укçи сахаллине пула урăх çĕрте ĕç шырама тăрăшни уççăнах палăра пуçларĕ. Паянхи аслă пĕлÿллĕ культура ĕçченĕ чи пĕчĕк шайри ĕç укçи илет пулсан (уйăхне 4600-5000 тенкĕ) мĕн çинчен калаçмалли юлĕ-ши; Культура ĕçне чунтан парăннă çынсем сахаллансах пырсан малашне мĕн патне пырса тухăпăр-ши; "Культура пĕтсен – халăхĕ те пĕтет" - тенине манас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика