Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç – телей

22 мая 2010 г.

Юратнă ĕç – телей

Г.Г.УГАРИНА Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкула учительсен династийĕнчен килнĕ. Унăн ашшĕ – Григорий Петрович – хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Куславкка районĕнчи 8 çул вĕренмелли шкул директорĕнче ĕçлесе ирттернĕ (специальноçĕпе – географи учителĕ). Амăшĕ – Валентина Степановна – 40 çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ. Вĕсен 5 ачинчен 3-шĕ ашшĕ-амăшĕн профессине суйласа илнĕ. Петровсен 2 ачи аслă пĕлÿллĕ учитель дипломне илсен пирĕн районти Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Анатолий Григорьевич, малтан физика учителĕ пулнăскер, чылай çул хушши шкул директорĕнче ăнăçлă ĕçлесе пырать. Унăн педагогика стажĕ 35 çулпа танлашать. Галина Григорьевна – химипе биологи учителĕ, завуч. Петровсен династийĕн пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 134 çулпа танлашать.

Акă, Галина Григорьевна хăйĕн тетĕшĕпе юнашар 34 çул ĕçлет ĕнтĕ. Иккĕшĕ те руководительсен должноçĕнче: тетĕшĕ – директор, йăмăкĕ – заместитель, вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи пĕрремĕш пулăшуçи. Иккĕшĕ те – Пăчăрлă Пашьелĕнче хисеплĕ çынсем, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ» знака тивĕçнĕ аслă категориллĕ педагогсем.

Çак статьяра эпĕ Галина Григорьевна çинче уйрăммăн чарăнса тăрасшăн. Пуçаруллăскер, хăйĕн вăйне шанаканскер, вăл педагогикăри çĕнĕ технологисене çине тăрса алла илет, вĕсене шкулти уроксене кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлет. Химипе биологи учителĕсен 1998 çулта Васан шкулĕнче иртнĕ уçă уроксен районти фестивальне лайăх астăватăп-ха. Ун чухне чылай учитель сисĕмлех хумханчĕ: палламан ачасемпе урока мĕнле майпа çÿллĕ методика шайĕнче йĕркелемелле-ха; Ачасем сана хăнăхиччен, вĕсем ытти темăсене мĕнлерех ăнланнине пĕличчен урок та вĕçленет-çке. Ун чухне Г.Г.Угарина 10 класра «Алкоголизм – социаллă та экономикăлла проблема» темăпа урок-пресс-конференци ирттерчĕ. Иккĕленÿ пĕрремĕш минутсенченех сирĕлчĕ. Учительница çак темăпа ачасене тÿрех интереслентерсе ячĕ. Ачасем алкоголизм проблемине нарколог, психолог, химик, экономист куçĕпе пăхса хакларĕç. Урок çав тери кăсăклă та ачасемшĕн питĕ усăллă иртрĕ. Ачасен психологине, хăйĕн предметне аван пĕлни хими урокне чылайлăха асра юлмалла ирттерме май пачĕ опытлă учительницăна. 2001 çулта Галина Григорьевна «Çулталăк учителĕ» конкурсра çĕнтерсе республикăра та лайăх результатсемпе палăрчĕ.

Вĕрентÿ учрежденийĕн руководителĕсем çине тăрса ĕçленĕ май, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ информаципе коммуникаци технологийĕсене алла илес, вĕсемпе уроксенче туллин усă кура тĕлĕшпе юлашки вунăçуллăхра курăмлă утăмсем турĕ. Ку енĕпе пашьелсем районта малтисен шутĕнче пулчĕç. 2007 çулта Интернетра кашни педагогăн сайчĕ йĕркеленчĕ. Цифрăллă вĕрентÿ ресурсĕсемпе анлăн усă курас тĕлĕшпе йĕркелекен республикăри тата Раççейри конкурссене те активлă хутшăнаççĕ учительсем. Паян коллектив интерактивлă технологи механизмĕн ĕçне те ăнăçлă алла илсе пырать. Ку енĕпе пашьелсем – районта пĕрремĕшсем! Çакăнта ĕнтĕ шкул руководителĕсен курăмлă та пысăк тĕллевлĕ ĕçĕ. Ахальтен мар 2008 çулта шкул Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пĕр миллион тенкĕлĕх Грантне çĕнсе илнĕ.

Химипе биологи учителĕсен районти методика пĕрлешĕвĕн руководителĕ пулнă май, Г.Г.Угарина ĕçтешĕсене хăйĕн творчество лабораторийĕпе паллаштарать, час-часах мастер-классем кăтартать. 2006 çулхи январьте Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви хими урокĕсенче компьютер технологийĕсемпе усă курас тĕлĕшпе кăнтăр районĕсенчи учительсем валли Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче семинар йĕркелерĕ. Тăватă районти чи опытлă химик Г.Г. Угарина ятарлă занятие çÿллĕ методика шайĕнче ирттерчĕ.

Галина Григорьевна завуч должноçĕпе яланах профессилле ăсталăхпа ĕçлесе пырать, учительсен ырă енĕсене палăртма, вĕсене пулăшма тăрăшать. Çамрăк специалистсемшĕн – наставник, аслă юлташ, методист вырăнĕнче. Учительсем проектсем хатĕрленĕ, конкурссене хутшăннă чухне те завуч тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать, вĕсемпе пĕрле мероприятисене тухса çÿрет.

Шкул директорĕсен заместителĕсен канашлăвĕсенче те Г.Г.Угарина пур ыйтупа та пысăк активлăх кăтартать. Вăл хăйĕн шухăшне уççăн палăртать, вăл е ку çивĕч проблемăна татса панă чухне усăллă канашсем парать, ĕçтешĕсем ыйтнипе, хăйĕн паха ĕç опычĕпе паллаштарать. Ун пек пултаруллă та ĕçлĕ, çав вăхăтрах хăйне ансат тытакан руководительпе ĕçлеме те кăмăллă.

Çакăн пек çын вăл, Галина Григорьевна: вăл çирĕп ыйтма та, ырă кăмăллă пулма та, çынна ăнланма та, кирлĕ пулсан, пур вăйран пулăшма та пултарать. Пуринпе те пĕрешкел вăл, ĕçре уншăн çывăх тус-тантăш çук, кашни учитель хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа пытăр, хăйĕн пĕтĕм вăй-халне, пултарулăхне вĕрентÿпе воспитани ĕçне халаллатăр тесе тăрăшать. Чăн-чăн руководителĕн çапла пулмалла та! Унсăрăн коллективри моральпе психологи тĕлĕшĕнчи лару-тăру нихăçан та йĕркеллĕ пулаймасть. Завучпа кашни учитель çăмăллăн калаçать, канаш ыйтать.

Галина Григорьевна шкулта – çирĕп ыйтакан, çав вăхăтрах пурне те ырă сунакан руководитель. Килте – савнă мăшăр, юратнă амăшĕ. Угаринсен – 4 ача, 2 мăнук. Вĕсем ĕçре вăй-хăват, хавхалану парса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика