Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафа вăхăтра тÿлетĕн – укçа перекетлетĕн

29 мая 2010 г.

КĂÇАЛХИ 4 уйăхра район территорийĕнче 2 авари (пĕлтĕр çак тапхăрта – 5) пулнине, вĕсенче 2 çын (5) аманнине регистрациленĕ.

Иртнĕ уйăхра Федераллă автотрасса çинче, Карапай Шăмăршă тĕлĕнче (106-мĕш километрта тăтăшах аварисем пулаççĕ, çавна май ку таврашра пурне те тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр) пĕр хĕр ача сасартăк çул çине чупса тухнă, аварие лекнĕ. Юрать-ха, Шупашкар çынни опытлă водитель пулнă, тормоз педалĕ çине вăхăтра пусса, хăйĕн автомашинине айккинелле пăрса илме ĕлкĕрнĕ. Çавна май ача хытах аманман (ăна больницăра сипленĕ).Тепĕр авари вара (маларах пулни) транспорт хатĕрĕ (трактор) çуна кÿлнĕ лаша çине кĕрсе кайнипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра килте лаша усракансем, ăна кÿлсе çула тухакансем нумай. Çак граждансене çул çинче (уйрăмах каçхине) яланах тимлĕ пулма ыйтатпăр. Урапа-çунан хыçалти енĕнче, туртасем çинче фара çутинче йăлтăртатакан хĕрлĕ-сарă çаврашкасем (светоотражатель) вырнаçтарса хумалла.

2010 çулхи 4 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх ГИБДД инспекторĕсем пурĕ 3902 протокол çырнă. Çак шутран 1645-шĕ – водительсем хăвăртлăх режимне пăснипе, 51-шĕ – ÿсĕрле руль умне ларнипе, 81-шĕ – çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе, 454-шĕ – водительсем, пассажирсем салонра хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 27-шĕ штраф суммине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă.

Юлашки цифра çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. 27 водителе тата çуран çÿренĕ çынна çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн штрафланă пулнă, анчах вĕсем штрафа пĕр уйăх хушшинче (30 талăкра) тÿлесе татман. Миравай судья йышăнăвĕпе вĕсене, тĕп штраф суммисĕр пуçне, тата икĕ штраф сумми чухлĕ тÿлеттермелле тунă. Штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн 15 талăк таранччен административлă майпа арестлеме те пултараççĕ. Çапла вара, штрафа вăхăтра тÿлетĕн – укçа перекетлетĕн. ГИБДД тата суд приставĕсен службисем кашни уйăхрах «Парăмçă» оперативлă-профилактикăлла операци ирттереççĕ, штраф тÿлемелли срока пăхăнманнисем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Милицин автотрасса çумĕнчи тĕрĕслев посчĕн сотрудникĕсем 4 уйăхра пурĕ 19620 транспорт хатĕрне тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 13791-шне компьютерти «Шырав» даннăйĕсем тăрăх тишкернĕ. Çапла майпа шыравра тăнă 3 автомашинăна тупса палăртнă, вĕсенчен пĕри Шупашкарта авари тунă хыççăн инкек вырăнĕнчен тарса кайнă пулнă. Кунсăр пуçне çак постри инспекторсем 4 уйăхра 55 автомашина водителĕ пирки кирлĕ мерăсем йышăннă – вĕсен груз турттарса каймалли документсем йĕркеллĕ пулман. Çак шутран 4 автомашина водителĕ саккуна пăсса 10 тонна хура металл, 18,5 тонна тĕслĕ металл турттарса кайма пăхни палăрнă. Пĕр автомашина салонĕнче вара ниçта та регистрацилемен, пульăпа перекен хĕç-пăшал тупнă.

Хальхи вăхăтра çул-йĕрсем çинче велосипедпа ярăнса çÿрекен ачасене час-часах курма пулать. Вĕсене автомашинăсем çÿрекен çул çине тухма юраманни, çул хĕррипе е тротуарпа кăна çÿремелли, хĕресленсе каякан çулсем урлă каçнă чухне уйрăмах тимлĕ пулмалли пирки ашшĕ-амăшĕсен час-часах аса илтерсе тăмалла. Паллах, велосипедпа çула тухнă çитĕннĕ çынсен те çак йĕркесене çирĕп пурнăçламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика