Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çу кунĕ – нумай сĕт вăхăчĕ

29 мая 2010 г.

ХĔЛ каçа ешĕл курăкшăн тунсăхласа çитнĕ ĕнесем, ирхи сăвăм хыççăн, хăйсене кĕтĕве кăларасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Кĕçех кĕтÿç карта алăкне уçса ярĕ те, çул улăхалла выртĕ.

– Ĕнесем çаран çине тухнăранпа сăвăм ÿсме тытăнни те сисĕнме тытăнчĕ, – тет район администрацийĕн ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ Н.П.Вазанов.

Вăл каланă тăрăх, халĕ мăйракаллă шултра выльăхсене пур çĕрте те улăх-çаранра кĕтеççĕ. «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче, Пăхаллă текен вырăнта, паян-ыран тенĕ пек çуллахи лагерь ĕçлеме пуçлать. «Искра» СХПКра та çамрăк пăрусене çакнашкал лагерь кĕтет. «Бездна» фермер (хресчен) хуçалăхĕнче вара кăçал та электрокĕтÿçĕ «ĕçлĕ»: кунта, пĕлтĕрхи пекех, ĕнесене çÿретме уйăрнă лаптăксене пралук карса пÿлеççĕ, ун тăрăх вăйсăр электричество яраççĕ. Вăл выльăхсемшĕн пачах та хăрушă мар: кăштах çеç чĕпĕтсе илсе хăратать.

Чирлĕ выльăхсем кĕтĕве тухман-и; Çук иккен. Вĕсене пурне те тĕплĕн тĕрĕсленĕ, ятарлă прививкăсем тунă, кашнийĕнченех анализ тума юн илнĕ. Халĕ ветработниксем ку тĕлĕшпе ялсенчи уйрăм çынсен выльăхĕсемпе ĕçлеççĕ.

Кăçалхи хĕл сивĕ килчĕ, çавăнпа кĕркунне акса хăварнă ыраш калчисем шăнса сиенленчĕç, вĕсен лаптăкĕсене çĕнĕрен хушса акма тиврĕ. Апла пулин те выльăхсем ешĕл апатран татăк тăмĕç: вĕсем валли хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене уйăрнă. Малашне, çумăрсем çусан, улăх-çаранри курăк та парка çĕкленĕ-ха. Шыв тĕлĕшпе те чăрмав çук, çырма-çатрасене çĕнĕрен пĕвелессине йĕркеленĕ. Лагерьсене вара шыва техникăпа турттарĕç.

Утă-улăмран ешĕл курăк çине куçни выльăхсен организмĕнче те палăрăмсăр иртмест. Вĕсем ан кÿпĕнччĕр, ăш-чик чирĕпе ан аптăраччĕр тесе пур çĕрте те, кĕтĕве тухас умĕн тата кĕтÿ аннă хыççăн, выльăхсене типĕ апат пама тăрăшаççĕ.

Районта, мăйракаллă шултра выльăхсемпе пĕрлех, сыснасен шучĕ те ÿсме тытăнни палăрать. Ку тĕлĕшпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсем пуçаруллăрах темелле. Акă, Н.Бирюкова тата Б.Калашников фермерсем Елчĕк районĕнчи «Прогресс» хуçалăхран «Ландрас» ăратлă сыснасем – пĕрер аçа тата пилĕкшер ама туяннă. Ку ăрат – аш ытларах параканнискер. Çавăн пекех, Г.Лукьянов фермер та кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчен шултра шурă ăратлă тăватă ама илсе килнĕ. Фермерсем малашне йыш татах хутшăнасса ĕмĕтленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика