29 мая 2010 г.
НУМАЯХ пулмасть пирĕн ялта пушар тухрĕ, кермен пек пысăк çурт тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайрĕ. Пушар машинисем валли ялта шыв çукки вут-кăвара хăвăрт сÿнтерме пысăк чăрмав кÿчĕ.
Ялта пĕве кирли çинчен граждансен пухăвĕсенче те пĕрре çеç мар калаçнă, анчах усси çук. Пысăк инкек пулас пулсан темиçе çухрăма – Хура катана çити е Çĕнĕ Чукала шыв илме çÿрени йĕркеллĕ мар.
Хаçатра Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн старости Н.Стефинов каçхи хурал йĕркелеме сĕннине те ырлатăп. Çак ĕçе ял поселенийĕн администрацийĕн йĕркелесе ямалла. Çынсене ăнлантарса парсан, итлеççех.
Каçса çÿремелли вырăнсене те юсавлă тытмалла. Акă, çак кунсенче груз турттаракан автомашина каçнă чух Шамкай пĕви ишĕлсе аннă, чутах пысăк инкек пулман. Çак пĕве хуçасăр пекех, унăн юсавлăхĕшĕн никам та тăрăшмасть. Пурăнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать, тенĕ ваттисем. Пĕвесене – пысăккине те, пĕчĕккине те – пăхса-юсасах тăмалла. Вĕсем яла питех те кирлĕ.