29 мая 2010 г.
МАЙĂН 25-мĕшĕнче районти шкулсенче вун пĕрмĕш класс пĕтерекен 74 çамрăкпа тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакан 237 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă уявсене йăлана кĕнĕ тăрăх хăнасем – патшалăх-общество органĕсен, попечительсемпе ертсе пыракан канашсен, предприятисемпе организацисен представителĕсем, ашшĕ-амăшĕ – йышлăн хутшăнчĕç.
Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухакансене уяв ячĕпе район пуçлăхĕн çумĕ – район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕ Н.Г.Игнатьева ăшшăн саламларĕ, шкулта илнĕ пĕлÿпе туллин усă курма, пурнăç çулне, пулас профессие тĕрĕс суйласа илме, йывăрлăхсем пулсан та палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе çирĕп пулма ырă сунчĕ.
Линейкăра выпускниксен пĕрремĕш учителĕсем тата ашшĕ-амăшĕсем те сăмах илчĕç, çамрăксене телейлĕ çул сунчĕç. Чун-чĕрене хумхантарса юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Умра – патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем. Шкулта вун пĕр çул хушшинче илнĕ пĕлĕве вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх хаклĕç. Çамрăксене экзаменсене ăнăçлă тытма, пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма сунатпăр!