Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра лайăх шăрăхра, анчах инкек те çывăхрах

02 июня 2010 г.

ÇАК кунсенче республикăри тĕрлĕ районсенче шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем умлă-хыçлă пулчĕç: Сĕнтĕрвăрри районĕнче 8 çулхи арçын ачапа унăн 11 çулхи аппăшĕ, Канаш районĕнче 33 çулхи вăй питти арçын путса вилнĕ.

Çанталăк ăшăтсах пынă май, çынсем – уйрăмах ача-пăча – пĕвесемпе çырмасен хĕрринче васкаççĕ. Вĕсем хушшинче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнисем те тем чухлех. Республикăри ГКЧС пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр тĕрлĕ лару-тăрура (пушарта, шыва путса, çул çинчи аварисенче) 2300 ытла çын инкек курнă, 454 çын вилнĕ. Çак цифра çу кунĕсенче уйрăмах ÿсет. Каникулти ирĕклĕхе туйса, ача-пăча ашкăнни чылай тĕл пулать. Çитĕннисем пăхса-сăнаса тăманнипе, ачасем час-часах инкек кураççĕ.

Пĕлтĕр республикăри шывсем çинче 61 çын, çав шутра 5 ача путса вилнĕ.

Статистика çакна çирĕплетет: Атăлпа Çавалта е Сăрта мар, ялти лăпкă пĕвесенче çынсем ытларах путса вилеççĕ. Вĕсене шыва кĕме тасатман, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси те шутра мар. Ÿсĕрпе шыва кĕрекенсем те чылаййăн. Ку вара – уйрăмах хăрушă! Ÿсĕрпе путса вилекенсем иртнĕ çулсенче хамăр районта та пулчĕç.

Хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн тÿрех шыва сикни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Шывра ÿт-пÿ сивĕннипе мышцăсем хăвăрт пĕрĕнеççĕ, çапла вара сывлаймасăр вилме те пулать.

Шыва кĕмелли вырăна тĕплĕн тĕрĕслемелле, шыв тĕпĕнче çынна суранлама пултаракан япаласем ан пулччĕр.

Ишме пĕлмесен тарăн вырăнсене ан кĕрĕр!

Пĕчĕк ачасене хăйсем тĕллĕн шыв хĕррине яма пачах та юрамасть, çитĕннисем яланах юнашар пулччĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика