02 июня 2010 г.
АСЛĂ ÇĔНТЕРŸ 65 çул, Чăваш Автономине туса хунăранпа 90 çул тултарнине, Учитель çулне тата çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнине халалланă районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕн культура программи яланхи пекех пуян та илĕртÿллĕ пулĕ.
АКАТУЙ программи «Савнă енĕм - Чăваш ен» хореографи композицийĕпе уçăлать. Хутăш хор (арçынсен тата хĕрарăмсен халăх хĕрĕсем) «Хороводная» тата «День Победы» юрăсене шăрантарĕ. Пуянкасси ял поселенийĕн хорĕ сцена çине «Шурă çÿçлĕ салтак-ветеран» юрăпа тухĕ.
Шăмăршă, Анат Чаткас, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен фольклор коллективĕсем халăх юрри-ташшипе уява хăйне евĕр илемлĕ тĕс кÿрĕç. Чукалти арçынсен, Кивĕ Чукалти, Анат Чаткасри хĕрарăмсен вокал ансамблĕсем те хитре юрăсемпе килентерĕç. Патирекри Г.Хамдеева «Дусларыма», Çĕнĕ Тăрăнти Н.Полякова «Школьная пора», Чукалти С.Еремеев «Тавах анне, тавах атте» юрăсене илемлĕн юрласа парĕç.
Районта çемйипех юрă-ташăна килĕштерекенсем те пур. Палтиелĕнчи Долговсен çемье ансамблĕ чăваш, вырăс, ирçе юррисемпе килентерĕ. Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнчи Тимошкинсен çемье ансамблĕ те уяв программине хутшăнать.
Инструментсен ансамблĕсем те программăна пуянлатĕç. Васан ял поселенийĕнчи Ларшниковсен çемйин тата Анат Чаткас ял поселенийĕн инструментсен ансамблĕсем чăваш тата вырăс кĕввисем каласа савăнтарĕç.
«Антонина» халăх ташă коллективĕ тата ачасен кăтартуллă «Фламинго» ташă ансамблĕ вырăс, чăваш, тутар ташшисемпе киленÿ кÿрĕç.
Акатуй сцени çинче Шупашкартан килнĕ «Уяв» халăх фольклор коллективĕ, эстрада юрăçисен ушкăнĕ (Светлана Яковлева, Алексейпе Андрей Щадриковсем, Петр Ермолаев) тата «ФРЭШ» ташă ансамблĕ те пулаççĕ.
Культура программи (15-17 сехетсенче) çамрăксен уяв дискотекипе вĕçленет.