02 июня 2010 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ М.Р.Пидюкова – ялти чи ватă çынсенчен пĕри. Тăхăр вун иккĕре пыраканскер, Мария Романовна ыттисемпе пĕрле вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи çулсенчи йывăрлăхсене сахал мар чăтса ирттернĕ.
Йышлă ачаллă çемьери аслă хĕр ача – Марье – пĕчĕкренех пĕлÿ патнелле ăнтăлнă. Ялта 4 класс пĕтерсен малалла Сăкăт шкулĕнче вĕреннĕ. 1934 çулта 7 класс пĕтерсен мал ĕмĕтлĕ хĕр Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1938 çулта алла учитель дипломне илсен ăна Тăвай районĕнчи Вăтаелĕнчи шкула ĕçлеме янă. Унта Мария Романовна пуçламăш классене тата ялти хутла пĕлмен çынсене вĕрентсе пурăннă.
1940 çулта М.Р.Пидюкова Карапай Шăмăршăна черетлĕ отпуска килсен Ворошилов ячĕллĕ колхоз председателĕ ăна тăван яла юлма, склад заведующийĕн должноçне йышăнма ÿкĕтленĕ. Мария килĕшнĕ.
Ĕçре чи йывăр тапхăр, паллах, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче пулнă. Склад заведующийĕ ялти ытти ĕçченсем пекех кăвак çутăллах тăнă та ĕçе васканă, киле сĕм-çĕрле кăна таврăннă. Тивĕçĕсем сахал мар пулнă унăн. Çур аки вăхăтĕнче вăрлăхсемпе кирлĕ пек тивĕçтерсе тăрасси, вырма тапхăрĕнче çĕнĕ тырра виçсе йышăнасси, ăна фронт валли ăсатасси, çур акинчен пуçласа вырма ĕçĕсем вĕçленичченех колхозниксем валли апат тата çăкăр пĕçерессине йĕркелесси, çулталăк вĕçĕнче çĕр ĕçченĕсене ĕç кунĕсем тăрăх тырă, утă-улăм валеçесси, колхоз выльăх-чĕрлĕхне выльăх çимипе тивĕçтересси тата ытти те М.Р.Пидюкован яланхи ĕçĕ пулнă. Пур çĕре те çитмелле, васкамалла. Анчах вăл пĕтĕм йывăрлăха чăтăмлăн тÿссе ирттерме, виçе-шут ĕçне тĕрĕс йĕркелесе пыма тăрăшнă.
– Вырма тапхăрĕнче Йĕпреçе колхозран куллен тырă обозĕ каятчĕ, - аса илет Мария Романовна. – Пелагея Семенова, Иван Купташкин, Лаврентий Сидоров, Мария Петькова, Семен Петьков, Григорий Московский, Петр Мамонтов тата ыттисем фронт валли лашапа тырă турттарса тăратчĕç. Имшеркке арçын ачасемпе хĕр ачасене шеллесе лав çине тулли михĕсем тиеме хам та пулăшаттăм. Вĕсем тата ытти ачасем нихăçан та нăйкăшмастчĕç, хăйсем фронтшăн, Аслă Çĕнтерÿшĕн ĕçленине лайăх ăнланатчĕç.
Колхоз председателĕ – фронтран йывăр аманса таврăннă Иван Абрамович Елисеев аслă лейтенант хуçалăхри ĕçсене пултаруллăн йĕркелесе пынине, ĕçлекен халăх выçă ан пурăнтăр тесе нумай тăрăшнине те асăнса хăварчĕ тыл ветеранĕ. Василий Столяров, Александр Тимофеев, Алексей Филиппов, Петр Столяров бригадирсем те – колхозра 4 бригада пулнă – ĕçре тăрăшуллă пулнине палăртрĕ. Ял Совечĕн председателĕ Иван Кузьмич Романов пыл (вăл хурт-хăмăр утарĕ тытнă), ĕнипе пăрушне сутса фронт валли 5 пин тенкĕ укçа куçарса самолет туянни, куншăн летчик тав туса çыру яни, унта Романовăн самолечĕпе тăшмана вирлĕн аркатни пирки те çырнине те каласа пачĕ.
– Вăрçă вăхăтĕнче чылайăшĕ фронтран каялла таврăнаймарĕ, - калаçăвне малалла тăсать педагогика ĕçĕпе тыл ветеранĕ. – Пирĕн пысăках мар Калинин урамĕнчен кăна 32 çын киле килеймерĕ. Пыркинчен кил-йышĕнчи Александр, Василий, Петр, Дмитрий тата Владимир фронтра çапăçса пуç хучĕç. Петр Пыркин 4 класлă пĕлÿпех службăра оруди наводчикĕнчен пуçласа батарея командирĕ таран çĕкленме, капитан званийĕ илме пултарнă. Вăрçăран таврăнайманнисем ĕмĕрĕпех ял-йыш асĕнче пулĕç.
Вăрçă хыççăн М.Р.Пидюкова 6 çул Мускаври Воргашри торф кăларакан предприятире учетчик, техник пулса ĕçленĕ. 1951 çулта каллех педагогика ĕçне пуçăннă. Малтан хамăр районти шкулсенче пуçламăш классене вĕрентнĕ, кайран 20 çула яхăн Патăрьел районĕнчи Ясная Поляна ялĕнчи шкулта ĕçленĕ.
Тылри тата педагогикăри пархатарлă ĕçшĕн М.Р.Пидюкована «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, ЧАССР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине палăртнă юбилей медалĕпе чыслани, вăрçă вăхăтĕнчи ĕçне сума суни пĕччен пурăнакан хисеплĕ ветерана савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ.