Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятлă çынна ял савать

05 июня 2010 г.

Ятлă çынна ял савать

ПУРНĂÇ пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар тенĕ ваттисем. Çыннăн кун-çулĕнче савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те пулать. Нуши-асапне те тÿссе ирттерме тивет. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасан, ĕçрен хăрамасан этеме нимĕн те хăратаймĕ, ăна тĕрĕс çул çинчен пăрса яраймĕ. Ĕçчен çынна кăна ял савать, хисеплет.

Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Василий Ильич Муромцев ачаранах ĕçе хăнăхса, ял пурнăçне юратса ÿснĕ. Унăн ачалăхĕ хăрушă вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ, çав вăхăтри йывăрлăхсене аванах туйтарнă, хура-шурне пайтах кăтартнă. В.Муромцев Пуянкассинчи шкулта 4 класс пĕтерсен Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕнче ăс пухнă. Вăтам пĕлÿ вара Палтиелĕнчи шкулта илнĕ. Самани йывăр тăрсан та лайăх вĕренме тăрăшнă, Çĕршыва юрăхлă çын пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрçă пĕтнĕ çул В.Муромцева уй-хир бригадирне суйланă. Пĕтĕм кăмăлтан ĕçленĕ вăл, колхозшăн тăрăшнă. Çара кайма ят тухсан çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тухса кайнă. Унăн Хура тинĕс çар флотĕнче торпедист пулса 5 çул хĕсметре тăма тивнĕ. Чăваш каччи маттур моряк пулса палăрса тăнă. Çар пурнăçĕ ăна чăн-чăн арçын пулма хăнăхтарнă, пурнăçа хаклама вĕрентнĕ.

Çартан таврăнсан Çĕрпÿ тата Йошкар-Ола хулисенче вĕренсе механик тата инженер дипломĕсене алла илнĕ. Малтан Шăмăршăри МТСра контролер-механикра, каярахпа тăван колхозра тĕп инженерта ĕçленĕ. Çак ĕçре вăл 17 çул хушши тăрăшнă. Тĕрлĕ механизаторсемпе ĕçленĕ, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Пуянкассинче вăтам шкул туса лартнă хыççăн ертÿçĕсем хушшинчи килĕшÿ тăрăх шкулта машиноведени предметне вĕрентме пуçланă. Çав вăхăтрах производство вĕрентĕвĕн мастерĕн ĕçĕсене те туса пынă. Çак çулсенче 200 ытла механизатор вĕрентсе кăларнă. Колхоза кирлĕ тракторист-машинистсем пулнă вĕсем. Пенсие кайсан та шкултах тăрăшнă-ха Василий Ильич. Тата 7 çул хушши ачасене вĕрентнĕ.

В.Муромцев халĕ – ялти хисеплĕ ватă. Çак кунсенче 80 çула çитнине паллă турĕ. Мăшăрĕпе пĕрле тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ, çурт лартнă, сахал мар йывăç-тĕм лартса ÿстернĕ. Чăн-чăн чăваш арçынĕ теме пулать ăна. Халĕ Василий Ильич мăшăрĕпе Лидия Петровнăпа килĕштерсе пурăнаççĕ, кил-хуçалăхра тĕрмешеççĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕ, кинĕсемпе кĕрÿшĕ тăван киле килсе ватăсене пулăшсах тăраççĕ. Вунă мăнукĕпе мăнукĕсен çичĕ ачи та савăнăç кÿреççĕ Муромцевсене. Василий Ильича юбилейпе унăн çывăх çыннисем пÿрт тулли пухăнса, ăшшăн-ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, тулли телей сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика