05 июня 2010 г.
ШĂМĂРШĂРИ «Аленушка» ача сачĕ майăн 28-мĕшĕнче хăйĕн çуралнă кунне, уçăлнăранпа 30 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕ.
Çак паллă куна уявлама малтан ĕçленисем те, пĕрремĕш выпускниксем те килчĕç. Уява ачасем концерт программипе илем кÿчĕç, воспитательсем те юрăпа савăнтарчĕç. Программăна ертсе пыма музыка ертÿçине С.Никишинана шаннă. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ лайăх туса пычĕ, пурне те хавхалантарма тăрăшрĕ.
Ача сачĕн ертÿçи нумай çул хушши тăрăшса ĕçлекенсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, тав сăмахĕсем каларĕ.
Ача сачĕн ертÿçи нумай çул хушши тăрăшса ĕçлекенсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, тав сăмахĕсем каларĕ.
Хăнана чĕннисем пушă алăпа килмерĕç. Кашни ушкăн валли ачасен ашшĕ-амăшĕ палас парнелерĕ. Пылесос парнелени те чунтан савăнтарчĕ. Мария Воробьеван ашшĕ-амăшĕ вара физкультура ирттермелли пособисем илсе килнĕ.
Ача сачĕн юбилейне чаплăн паллă тума предпринимательсем нумай пулăшрĕç. А.Ларионов («Автозапчасти»), В. Юманов («Нива»), И.Харитонов («Светлана»), О.Еремеева («1000 мелочей»), В.Смирнов («Хозяюшка»), И.Трофимова («Березка»), А.Воробьева («Восторг»), Н.Любимова («Ласточка»), З.Иванская («Козерог»), Л.Корчаков тав сăмахĕсене тивĕç. Вĕсенчен пĕрисем укçапа, теприсем апат-çимĕçпе пулăшрĕç. Вĕсене ача сачĕн ĕç ушкăнĕ ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунать.