05 июня 2010 г.
ИЮНĔН 1-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра çуллен Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна хаваслăн палăртаççĕ. Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнче те çак уява кашнийĕнчех анлăн уявлатпăр. Кăçал та уяв чаплă иртрĕ.
Аслă ушкăнсенчи ачасем малтанах асфальт çинче тĕрлĕ ÿкерчĕксем турĕç. Чи кĕçĕннисен иккĕмĕш ушкăнĕнчи (воспитателĕсем – Г.И. Драгуновăпа А.Ф.Лукиянова) ачасем вĕсен мирлĕ кăвак пĕлĕте, хаваслă та телейлĕ ачалăха, çут çанталăка тата ытти илеме сăнлакан ÿкерчĕкĕсене питĕ интересленсе пăхрĕç.
Концерт программи юрă-ташăран пуян пулчĕ. Вăтам ушкăнри (воспитателĕ М.Б.Драгунова), аслă ушкăнри (воспитателĕсем О.К.Гаврилова, А.Б.Калашникова), хатĕрленÿ ушкăнĕнчи ачасем (воспитателĕсем – Е.В.Верьялова, Ф.Н.Воробьева, Г.Л.Сергеева), музыка руководителĕсем – Л.П.Ермолаевăпа К.В.Анисимов ертсе пынипе, çу илемĕ, туслăх, атте-анне çинчен хывнă юрăсене хитрен шăрантарчĕç.
Ÿкерчĕксен, тупмалли юмахсен, илемлĕ супăнь кăпăкĕ яракансен конкурсĕсем чи пултаруллă ачасене тупса палăртма май пачĕç.
Ачасен уявĕнче Шăмăршă районĕнчи ачасен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй В.В.Хорькова, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ Е.Н.Федорова та пулчĕç, пĕчĕккисене ырă сунса ăшă сăмах каларĕç.
Çак кун ачасен сăн-питĕнче йăл кулă татăлмарĕ. Апла пулсан, вĕсене уяв питĕ килĕшнĕ.